Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухиччен (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ писатель эс ҫут тӗнчене ҫуралса тухиччен сакӑрвунӑ ҫул малтанах ҫырнӑ ун пек калав!..

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ӗҫсӗр аптӑраса улӑхра ҫӗр каҫиччен ҫил хӑваласа ҫӳрекен ҫын патне тухиччен тухманни пин хут авантарах.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Укахвипе Хӗветли апат ҫинӗ хыҫҫӑн ҫынсем ӗҫе тухиччен йывӑҫ сулхӑнне ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗлсен вара ҫамку ҫине мӑкӑль сиксе тухиччен пуҫҫапсан та каялла пӗрлешеймӗн Энтрипе.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Хӑйне те шеллемест, бригадине те юлашки тар пӗрчи тухиччен ӗҫлеттерет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫ кунне вӗҫлерӗ шофер — ял хушшинче пылчӑк ҫӑрӑлнине курсах машинине техника паркне е гаража лартса хӑвармарӗ, пӗр урамран тепринпе, виҫҫӗмӗш урампа иртсе, лапра-ҫӗпрене сарӑ тӑм тухиччен ҫавӑрчӗ, карта ҫумӗнче е йывӑҫ тавра сыхланкаласа юлнӑ саплӑк пек ҫереме те ватса иртрӗ, йывӑҫне хӑйне те хуҫса хӑварчӗ — килне ҫитрӗ-ҫитрех.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр сехете яхӑн ҫеҫ лартӑм эпӗ вӗсемпе пӗрле, ҫав кӗске самантрах Елюк куҫҫуль тухиччен сивӗ сӑмахсем илтме ӗлкӗрчӗ пулсан, унччен мӗн чухлӗ илтнӗ-ши вӑл ун пек сӑмахсене, мӗн чухлӗ куҫҫуль тӑкнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Ҫӗнӗ Мамири сакӑр ҫул вӗренмелли тата Пайкилтри вӑтам шкулсенче ачасене пӗлӳ панӑ, обществӑлла ӗҫсенчен те пысӑк хастарлӑх кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Николаевсем хӑйсен «тимӗр» туйне уявларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d0%bd%d0% ... %bb%d0%b0/

Мӑйракаллӑ шултра выльӑха кӗтӗве тухиччен вакцина тутармалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвинчен вакцина тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60476

«Чунӗ тухиччен унран мана мӗнле те пулин сивӗ сӑмах лекмӗ-и, халӑх умӗнче пите хӗретме тивмӗ-и?»

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Автобус тӗтӗм-сӗрӗмлӗ хула кӑшкарӗнчен уҫӑ сывлӑшлӑ уя хашкаса тухиччен виҫӗ хутчен «васкавлӑ пулӑшу» машини хирӗҫ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

1963-1976 ҫулсенче «Авангард» колхозра бухгалтерта, 1976-1979 ҫулсенче ферма заведующийӗнче, 1979 ҫултан пуҫласа тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозникра тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ветеран 102 ҫулпа пырать // Галина МАЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/%d0%b2%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫак тапхӑртан пуҫласа мӗн пенсине тухиччен колхоз, совхоз ӗҫӗсенче вӑй хурса тӑрмашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Пушар хӑрушлӑхӗн йӗрки регионта уйрӑм хушу тухиччен вӑйра пулать.

Куҫарса пулӑш

Пушарпа кӗрешмелли тапхӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60647

Салтаксем шурӑмпуҫпех вырӑн ҫинчен ҫӗкленчӗҫ, хӗвел тухиччен ҫар хатӗрӗсене тиерӗҫ, вара машинӑпа хӗрӗх ҫухрӑм ытла ҫулсӑр-мӗнсӗр кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Юрату юрри ҫынсем патне, вӗсен чӗрине тӳрех мар, кӑшт тӑрсан ҫеҫ ҫитрӗ пулмалла, анчах вӗҫне тухиччен вӑл вӗсене йӑлтах ярса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл ҫӗрме пуҫласа пӗтӗмпех юрӑхсӑра тухиччен ӑна склада кӗртмелле, типӗтмелле.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Елен пирӗн ялти Ҫеруша качча тухиччен Шупашкарти заводра ӗҫленӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вӗсем чун тухиччен унӑн ӗҫӗшӗн, хӑйсен тӗрӗслӗхӗшӗн кӗрешме хатӗрринче…

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ.

Он будет в силе, пока не будет издан специальный приказ.

Пушарпа кӗрешмелли уйрӑм режим пуҫланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34728.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех