Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухать (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак икӗ система пӗрлешет, пӗр-пӗрне пулӑшса, аталану ҫул-йӗрӗ ҫине тухать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑт мӗнле пулса тухать, Исидор Петрович, тепӗр чух.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шарламасть Левен, ҫавӑтать те тухать Хурамалкинсен хӗрне.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тамара аслӑ ҫул ҫине тухать те «сасӑлама» тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тухать те тӑрӑх сикет, ҫара алла ҫуллать, хӳрине пӑлтӑртаттарать, хӳме ҫумӗпе каллӗ-маллӗ юртать: «Каҫар, ним туса та пулӑшаймастӑп», — тенӗн, каллех хапха айӗпе шӑвӑнса ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Уҫӑ чӳречесенчен тӗлӗнмелле пантӑртатупа ҫатӑртату тапса тухать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Улма-ҫырла — хӑвӑрт тӑрантаракан ҫимӗҫ; е шӑла шантарса ярать, е хырӑма чӗпӗттерсех выҫтарма тытӑнать, вара «дополнительнӑ зарплата» та кирлӗ мар пулса тухать.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хӑш чух ҫурӑлсах тухать.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук хаҫатри сӑнӳкерчӗк айне ҫырнине вуласа тухать кӑна, хут ҫинчи саспаллисем куҫ умӗнчех сиккелеме тытӑнаҫҫӗ, юлашкинчен вуҫех курӑнми пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Темле ухмахшӑн вара ыттисен тертленмелле пулса тухать.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чупса, ашкӑнса тухать ача картишне.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӗҫсен-вӗҫсен, Ваҫук тӗс-пуҫ енчен йӗркеллӗ ҫынсен ушкӑнӗ тӗлне пырса тухать, ҫунат евӗр хӑлаҫланакан аллисемпе вӗсене кӗҫ-вӗҫ сӗртӗнесле ярӑнса, ҫӳлелле пӑхакансене сӑнаса ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сапсайкин кумӑшӗ Антипавлов ҫенӗкрен вирхӗнсе тухать те, Хамаръялов тавра упаленсе, ун калушне чуптума, йӑлӑнма пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сасартӑк хӑранипе ӑсран тайӑлнӑ Сапсайкин, ҫӗртре выртакан пӑру кӳлепинчен такӑнса, упаленсе тухать; тӑрса, лаша купарчи умӗнчех сӑхха ярать: «Исуҫи-Хрисуҫи! Ан пӑрах, Исуҫи-Хрисуҫи, пулӑшах!..»; лаша, хӑйӗн купарчине Исуҫи вырӑнне хурса мӑшкӑлланӑшӑн тарӑхнӑ пек, Сапсайкина хӳрипе чаш! тутарать питрен.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Анкартисем хыҫӗпе чупа-чупа, ялтан тухать вӑл, ҫул ҫинче тӑрантас йӗрри пуррипе ҫуккине тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вите тӑрринчен персе аннӑн, чӑлтти-чалтти уксахласа, Вихтӗр бригадир сиксе тухать таҫтан пач кӗтмен чух.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ку вӑл йӑпӑлтатни те мар-ха, — чӑлтӑр-чалтӑр сирпӗтет хӗлхем таврашне; чылайран тин йӳҫӗ тӗтӗм шӑрши тапса тухать; тӗтӗмӗ хӑй курӑнмасть-ха тӳрех; мӑнукӗ, пуҫа ҫавӑрса яракан йӳҫӗ хӑвата тӳсеймесӗр, аслашшӗн тепӗр енне куҫса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ла-айӑх кӑна ывӑҫласа илнӗччӗ Шӑнкӑрч урпана, аслашшӗ сӑмахне илтсен, ун ывҫинчи тырӑ шыв пек йӑрр юхса тухать кунтӑка: «Мӗнле Сапсайкин ывӑлӗ пирки калать-ши асатте?»

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑп та лӑп ҫавна тепре янах урлӑ тӑхӑнтартса яма хатӗрленнӗ чухнехи евӗр ывӑҫласа ил, вара… кӑх-хӑм, кӗх-хӗм… вара ӗҫ тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Тӑхтӑр-ха, эпӗ йӗлтӗре юртан тасатса хурам, — ҫапла каласа ҫенӗке тухать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех