Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухать (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мӑшӑлтатса хапха айӗнчен упаленсе тухать те хуҫи хыҫҫӑн чупма пӑхать, анчах та лешӗ пит аякра вашкӑнса, йӳле янӑ пиншакне парашют пек хӑмпӑлчӑлантарса пынине курать, хуҫи пек хӑвӑрт чупма пултарайманнишӗн пӑшӑрханса, вӑрӑммӑн йынӑшса ярать.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Терен парса хӑварнӑ хут-телеграммӑна васкамасӑр вуласа тухать Левен: «Эсӗ пирӗн пирки мансах кайрӑн-им?» — тесе ыйтать иккен кӑвак ҫамкаллӑ хут-телеграмма.

Куҫарса пулӑш

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Упӑшки хускалмасӑр выртнине кура, Урине лавккаран витрепе шыв йӑтса тухать, тусан ҫинче выртакана сивӗ шывпа пуҫран чашш тутарать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тепӗртакран, ҫӑкӑр туянса, Юкур та сулланса тухать урама, магазин хыҫӗнче тӑнӑ машини патнелле ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Урапакассинчи тӑсланкӑ Юкур ҫӑварне йӑва ҫавӑрнӑ чакак магазинта пӑр кӑна вӗҫсе тухать ҫӑвартан.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Право» сӑмаха илтсен, сӗткенӗ пӗрхӗнсе тӑракан ҫурхи хурӑна пуртӑ вӗҫӗпе лач тутарнӑн, Маруҫ куҫӗнчен куҫҫуль чалтӑр сирпӗнсе тухать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗчӗк пӳ-силлӗ, чӑп-чӑмӑр хулҫурӑмлӑ, тин кӑна шуратнӑ ҫарӑк евӗр яка хӗрарӑм яш хурӑн айне пырса тӑнӑ-тӑман таҫтан пӗр ӑстрӑм ҫил пырса тухать, лапсӑркка хурӑна кӗҫ-вӗҫ ҫулҫӑсӑр хӑварас пек чаштӑртаттарса, мӗнле килнӗ ҫавӑн пекех хӑвӑрт лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пуҫне чикет те, кутӑн чака-чака, пуҫлӑх пӳлӗмӗнчен тухать, вара заместитель алӑкӗ ҫине мӗн ҫырнине икӗ-виҫӗ хутчен те вуласа тухать: «Министр заместителӗ — Коробкин С. В.» тесе ҫырнӑ иккен хура кӗленче ҫине.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӑрса, тӑлтти-талтти чупса, ҫирӗм-вӑтӑр утӑмри уҫланка чаштӑртатса тухать вӑл тӗмсем хушшипе.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— О, кунта ярмӑркка-иҫ, — хуллен, япшар пуплесе, алӑ тытса тухать Терен.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен хапха умне тухать ҫеҫ: — Страсте, — сывлӑх сунать лутра хулҫурӑмлӑ старшина.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сасартӑк таҫтан, виҫӗ кустӑрмаллӑ аҫтаха тейӗн, кӳмеллӗ мотоцикл чӑлтти-чалтти сиккелесе тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен, кӗҫӗтмен пуҫне хыҫкаласа, урама тухать:

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл, асӑрханса, упаленнӗн пӗшкӗнсе, утрав ҫине тухать, тумтирпе палаткӑна бензинпа сапса ислетет.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑсран тайӑлнӑн тарӑхса, хӑйне асӑрхасран шикленсе, каялла ҫаврӑнса тухать вӑрманҫӑ: «Акӑ, акӑ епле майпа юп кураҫҫӗ иккен кусем…»

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӑвартан пӑрлатса вӗҫсе тухать те каялла ним туса та ҫаврӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ваҫҫасем-и? — ыйхӑллӑ хӗрарӑм, мӑшӑлтатнӑ май, тутӑрне ҫыхса тухать шалти пӳлӗмрен.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен аллинчи япалисене ҫӗре лартмасӑрах каялла тухать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ватӑ шӑшин айван мӑнукӗ кӑна, хӑрушлӑх мӗнне пӗлмен имшеркке, тӑрук мӗншӗн пӗччен тӑрса юлнине ӑнланмасӑр, ҫынсем патне вӗтӗртеттерсе чупса тухать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунта, картунта, пӳрте ӑшӑтас тесен, пайтах вӑй хумалла: пӗрре вутӑ касса ӑшша пиҫет этем, тепре — татса, ҫурса, унтан тин тапса тухать кӑмака ӑшши.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех