Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туфли сăмах пирĕн базăра пур.
туфли (тĕпĕ: туфли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн туфли вӑрӑм, ҫемҫе те аслӑ; Обломов, ним пӑхмасӑр, кровать ҫинчен урине ҫӗрелле тӑсать те тӳрех туфли тӑхӑнать.

Туфли на нем были длинные, мягкие и широкие; когда он, не глядя, опускал ноги с постели на пол, то непременно попадал в них сразу.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ыт ахальтен тенӗ пек вӑл туфли ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗрсен умне пынӑ май каччӑ тӳп-тӳрӗ ҫурӑмӗпе пуҫне чалт! кӑна ҫӗклесе, туфли тупанӗсене гусар пек шаккӑлт! чуптутарса илсе, илемлӗн те курнӑҫлӑн: «Иннокентий!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Вӑл подтяжкӑпа ҫакса янӑ граждански брюкипе, урине килти туфли, ҫине уҫӑ ҫухавиллӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл халӗ юбка, сержант паллисене ҫӗлесе хунӑ гимнастерка, атӑ вырӑнне туфли тӑхӑннӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗн тери чаплӑ туфли туянчӗ…

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вероникӑпа Валя туфли туяннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сумкинчен хутпа чӗркенӗ япала кӑларчӗ те: — Кӗпе улӑштарса тӑхӑнмалла-ха манӑн, тытӑр-ха, — тесе, сумкине мана пачӗ, туфли кӗлисемпе шак-шак-шак! тутарса, картлашкасем тӑрӑх аялалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӳсессе ӳсмен пуль, ҫӳллӗ кӗлелле туфли тӑхӑннӑран ҫапла курӑнать пуль.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ксюша ҫӗнӗ джинсыпе шурӑ блузка тата шкулти туфли лайӑх пулать тесе шутларӗ.

Ксюша решила, что с новыми джинсами хорошо будет надеть белую блузку и школьные туфли.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Настьӑпа Ксюшӑна вара шурӑ блузкӑпа хура юбка, хура лак витнӗ туфли тӑхӑнтарнӑ.

Настю и Ксюшу нарядили в белые блузки, черные юбки и черные лакированные туфельки.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Тӑхтӑр! — кӑшкӑрашать каллех Верук, хӑй уксахлать — туфли кӗлли ҫук, хушӑка ларса юлнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Унӑн туфли кӗллийӗ икӗ хӑма хушӑкне хӗсӗнсе ларнӑ-мӗн, туртать-туртать — тухмасть.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Аркадий вара шурӑ кӗпепе, ҫитӗнсе-сарӑлса хӑй картне ларнӑ юман ҫулҫи тӗслӗ ҫӑмӑл куртка, джинсран ҫӗленӗ брюки, хӑмӑр туфли тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫав вӑхӑтра алӑкран инҫех те мар клиентсене пӗр шелсӗр таптаса каясла пысӑк хӑвӑртлӑхпа нольсемпе пуҫланакан номерлӗ «тойота» ҫӑмӑл автомашина ҫитсе чарӑнчӗ, унтан, мӑраланса, шыҫам, шӑлан ҫырли питлӗ, йӗкӗр янахлӑ, куҫӗ тӗслех тӗм хура ҫӳҫне кӗске шӑртла каснӑ,ҫӑмпа лавсанран тӗртнӗ пусмаран ҫӗленӗ куҫа ӗмекен хура костюм, хӑмӑрпа симӗс ылмат-хутӑш йӑрӑмлӑ кӗпе, урине лакпа витнӗ хура туфли тӑхӑннӑ, вӑтӑралла хӑвалакан кутамас арҫын тухрӗ, алӑка шалтлаттарса хупрӗ, хӑрӑм тӗслӗ яр-яр галстукне тӳрлетсе илчӗ, вара кӗмӗл питӗркӗчӗллӗ хура дипломатне сулмаклӑн сулкаласа, офисалла танлӑн танкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑмӑр кимоно кӗпепе, шалпар хура шӑлаварпа, уринче ҫуллахи уҫӑ хура туфли.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чӑнах, сылтӑм еннелле куҫ ывӑтрӑм та — ҫак арҫынна хирӗҫ сӑпай, именчӗклӗ кулӑ йӑлкӑштаркаласа, сарӑ ҫӳҫлӗ, чӗнтӗрлӗ шурӑ блузка, корсажлӑ хӑмӑр юбка, йӑлтӑртатакан хӑмӑр туфли тӑхӑннӑ яштака хурӑн пек тӑпӑлкка хӗрарӑм алтарь патне ҫывхарнӑ пек ҫемҫен пускаласа утать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫӳҫне хулпуҫҫи таран кастарнӑ, ҫӳллех мар кӗлеллӗ хӑмӑр туфли тӑхӑннӑ, мӑйран йӑлтӑр шурӑ шӑрҫа ҫакнӑ, тутине чӑпӑрт тытнӑ, кӗренрех ҫуткам пурҫӑн евӗр сӑн-питлӗ хӗр аллинче — ҫулман улӑхра пуҫтарнӑ чӗрӗ чечек ҫыххи.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӗррехинче, лекцисем хушшинчи тӑхтав вӑхӑтӗнче, пыратчӗ-ха вӑл (шевиотран ҫӗленӗ вӗр-ҫӗнӗ хура костюмпа, кочегарта ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑскерпе; шап-шурӑ кӗпепе, уринче йӑлтӑртатакан хура туфли) ӗҫлӗн, сумлӑн вашлаттарса виҫҫӗмӗш этажри коридорпа тӗркӗнсе, сӗрӗлтетсе кӗшӗлтетекен студентсен хушшипе, темле майпа ун куҫне чӳрече янахӗ умӗнче пите-питӗн «ирӗлсе», халапланса тӑракан хӗрпе каччӑ ӗлки сӗртӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӳсрен ҫӗленӗ, ҫухависене шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ чӗнтӗр тытнӑ шап-шурӑ майра кӗпи — татьянка, хӑмӑр юбка, урине йӑлтӑркка хӑмӑр туфли тӑхӑннӑскер, ҫырӑрах ҫивӗтсӗр ҫӳҫне кӗске кастарнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех