Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тус сăмах пирĕн базăра пур.
тус (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн икӗ тус хӑйсене кӑна кӑсӑклантаракан калаҫӑва пуҫларӗҫ те тӗнче ҫинчен пач манчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Мӗн ҫинчен вӑрттӑн калаҫрӗ-ха икӗ тус?

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Икӗ тус васкарӗҫ пулин те, мӗн киле ҫитичченех чӗнмесӗр ҫума-ҫумӑн утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Хӗр ҫумӗ те Лорӑн тус хӗрӗ йышӗнчех тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Ма йӗретӗн, Шӑши тус?

Куҫарса пулӑш

Шӑши хуйхи // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 59 с.

— Э, шофер тус, сан кабина пушах иккен-ха, — терӗ те хӗр, йӑпӑр-япӑр шофер ҫумне кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Ырӑ хыпарпа ҫӳретӗн пулсан — маншӑн чи ҫывӑх тус пулӑн, усал шухӑшу пулсан — манран ыррине ан кӗт!

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Икӗ тус тем шутласа тем чухлех ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эсӗ маншӑн яланах тус пулӑн.

Ты всегда будешь мне другом.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тус пулни вӑл ҫав тери лайӑх, ан тив, вилӗм ҫумрах пултӑр.

— Хорошо, когда есть друг, пусть даже надо умереть.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тус тупас тетӗн пулсан ху патна илентер мана!

Если хочешь, чтобы у тебя был друг, приручи меня!

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Манӑн класс ертӳҫи Елена Владимировна - ахаль учитель кӑна мар, чӑн-чӑн тус тата наставник.

Мой классный руководитель Елена Владимировна — это не просто учитель, а настоящий друг и наставник.

Пуласлӑх алӑкне уҫать // Камила ФАЗУЛЛИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3482451

Пишпӳлекри «Умка» ача сачӗн шкула хатӗрленекен 4-мӗш тата 5-мӗш ушкӑнӗсен, 6-мӗш аслӑ ушкӑнӑн ачисем тата 3-мӗш вӑтам ушкӑнӗн ачисем « Пирӗн тус - Светофор!» театрлӑ представлени пӑхнӑ, унӑн тӗллевӗ - ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарасси.

Сегодня дети подготовительной к школе группы №4 и №5, дети старшей группы №6 и дети средней группы №3 посмотрели театрализованное представление «Наш друг - Светофор!», цель которого - привитие навыков соблюдения ПДД.

ПДДна пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3477540

Ачасем йытӑ ҫинчен презентаци пӑхнӑ, шанчӑклӑ тус ҫинчен нумай интереслӗ япаласем пӗлнӗ.

Ребята посмотрели презентацию о собаке, узнали много интересного о верном друге человека.

Эколята - ҫамрӑк ҫутҫанталӑк хӳтӗлевҫисем // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... em-3468890

Сирӗн ҫӗнӗ тус тупӑнӗ.

Вы обретете нового друга.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, ҫывӑх тус витӗмӗпе сирен тӗнчекурӑм улшӑнать.

Не исключено, что значительное влияние окажет близкий друг, ваше мировоззрение может измениться.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗншӗн тесен эсир, Константин Георгиевич, — ҫак сӑмахсемпе вӑл ман еннелле ҫаврӑнчӗ, — манӑн ватӑ тус тата юлташ, эпӗ виҫесӗр шаннӑ тата сирӗн авторитет умӗнче пуҫ тайса тӑнӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тус

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл вӗсемшӗн ырӑ тус, ӑслӑ вӗрентекен пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Ҫамрӑксем савӑнчӗҫ, пӗр-пӗрне ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, тус турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех