Шырав
Шырав ĕçĕ:
Туслӑхӑн та тӗсӗ е сӑнӗ пурах-тӑр.
Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Ҫавӑнпа пӗрлех прозаик халӑхсем хушшинчи интернациллӗ туслӑхӑн вӑйне те витӗмлӗн кӑтартса пама пултарнӑ.
Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.
Ҫӗршывӑмӑр варринче вырнаҫнӑ нумай нациллӗ Чӑваш Ен тӗрлӗ халӑх тата культура представителӗсене пӗрлештернӗ, вӑл халӑхсем хушшинчи ҫураҫулӑхпа туслӑхӑн ырӑ тӗслӗхӗ пулса тӑчӗ.
Михаил Игнатьев Республика кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/24/news-3595492
Ҫамрӑк гвардеецсене хӗрӳллӗ те аслӑ туслӑх таччӑн пӗтӗҫтерсе тӑратчӗ, ҫав туслӑхӑн вӑйӗ вӗсене, пӗр-пӗрне алӑран-алла тытса, вилӗмпе ҫӗнтерӳ патне хӑюллӑн утса пыма хавхалантарнӑ.Трогательна была дружба, с которой молодогвардейцы протянули друг другу руки на смерть и победу.
Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Олег шкул коллективӗ хӑйне ҫывӑх тӑнине тата малтанхи туслӑхӑн хакне часах туйса илчӗ…Олег рано почувствовал близость школьного коллектива и цену дружбы…
«Ну, каласа пар-ха…» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Манӑн ирӗксӗрех куҫу тапхӑрӗн пушхирне хӑвӑртрах чупса тухас та ҫак тапхӑрӑн вӗҫне туслӑхӑн чӑннипех те ҫепӗҫ, ырӑ туйӑмлӑ шевлипе каллех ҫап-ҫутӑ ҫутатакан телейлӗ вӑхӑт патне, ытарайми илемпе, поэзипе тулса тӑракан ҫӗнӗ тапхӑра — яш ӗмӗре ҫитес килет.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав вӗҫсӗр-хӗрсӗр вӗлтлетсе иртекен япаласем хушшинче хаклӑ та сайра тӗл пулаканнисем манӑҫа тӑрса юлаҫҫӗ, ҫав хушӑрах двореца илемлетсе тӑракан нумай япаласен историйӗ Европӑри патшалӑхсем хушшинчи интригӑсен, туслӑхӑн тата юмахла каласа панисен историйӗ пулнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫак кун колхоз ҫыннисемпе МТС ҫыннисем хушшинчи ҫирӗп те тӗплӗн ӗҫлеме хистекен туслӑхӑн шанчӑкӗ пултӑр, пирӗн район пурнӑҫӗнче улшӑну кунӗ пултӑр.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗрлешӳллӗ туслӑхӑн кунӗсенче, первомаецсем ырӑ ята пӗрчӗн-пӗрчӗн пухса пынӑ чухне пӑшипе мӗн пулса иртни уйрӑмах аван мар пулнӑ.
6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗр уйӑха яхӑн ют ҫынсем пек, пӗрне-пӗри аса илесшӗн мар пулса пурӑнчӗҫ вӗсем, анчах пурнӑҫ вӗсене каллех тӗл пултарчӗ, ҫак тӗлпулу вӗсен ҫӗнӗ те хӑватлӑ туслӑхӑн пуҫламӑшӗ пулчӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Бомбӑсем, листовкӑсем тӑкса, пирӗн ҫӗршыври туслӑхӑн ҫӑлкуҫне усал элекпе наркӑмӑшласшӑн иккен!Рассыпая бомбы и листовки над городами нашими, пытаются отравить клеветой источники нашей дружбы!
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1