Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӗҫ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир ҫула май курнӑ илемлӗ те ҫутӑ ҫуртсене юлашки ҫулсенче турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Майӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунне паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял сӑн-сӑпачӗ хастарсем тӑрӑшнипе улшӑнать // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yal-san-sapache-x ... hanat.html

Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Николай Угаслов, чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи тата Альбина Юрату сӑвӑҫ Яковлев эткерне упракан ентешсене чӗререн тав турӗҫ, сӑвӑсем вуларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ирхине хӗрачасем пӗр-пӗрне мӑкӑль турӗҫ (Анна Ивановна ҫӳҫне ҫавӑн пек пуҫтарать) – ҫапла вӗсем учительле выляма шутласа кӑларчӗҫ.

Утром девочки сделали друг другу шишку (прическу, как у Анны Ивановны) – это они придумали играть в учительницу.

Учительсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/572

Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче Комсомольски, Елчӗк тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсенчи шкулсен чи хастар та пултаруллӑ вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма кӑмӑл турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ // Лариса Никифорова. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d1%82%d1%8 ... 97-%d0%b8/

Ял хӗрринче пӗр мӑшӑр кӑмӑллӑн юрлани илтӗнет — паян вӗсем уяв турӗҫ

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Нумаях пулмасть вӑл ҫуралнӑ куна паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Испуханова вӗсем алӑ тытсах тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Сӗм вӑрмансенче, ҫын иртейми чӑтлӑхсенче пӑлхавҫӑсен йышлӑ ушкӑнӗсем ҫӳрерӗҫ, вӗсем тискер майра-патша ҫарӗсене ҫӗмӗрчӗҫ, пуянсене, пупсене тӗп турӗҫ, патька-патша тепре килессе ӗненсе пурӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑсӑк, ҫав тери асра юлмалла тыткаларӗҫ вӗсем, мӑнаҫлӑ, асамлӑ хусканусем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Апат хыҫҫӑн кӑшт канма турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кусем чи малтан патька-патша патне кайма кӑмӑл турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем тӳрех, ҫула тухма хатӗрлене пуҫларӗҫ, камӑн учӗ пур, учӗсене йӗнерлерӗҫ, камӑн учӗ ҫук — ҫуран утма турӗҫ, пештӗрӗсене туртса кӑларчӗҫ, унта ҫӑкӑр, капӑртма, пӳремечӗ, юсман, сухан, ыхра чикрӗҫ, камӑн анкар пур анкарне, камӑн ухӑ пур — уххине, камӑн хӑрт пур — хӑртне хӑйрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑваш туррисем, таса та сӑваплӑ тавӑрӑва юратакан чӑваш туррисем ӑна ҫапла Укаслу аллипеле тӗп турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтерчӗҫ, тӗп турӗҫ мӑнтарӑна.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

…Икӗ тус, пӗр хӗрӗн пӗтме маннӑ икӗ тӑшманӗ, ҫапла кавар турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта вӗсем кӗлтума ҫӳрерӗҫ, аслӑ турӑсене пуҫҫапрӗҫ, чӳк турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫӗ тупӑ ҫырантан Салют турӗҫ савнӑран.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пур те хапӑл турӗҫ, хавасланчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӗрӗ ӑстисем мероприятие йӗркелекенсене хӑйсен пултарулӑхне тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх класӗ иртнӗ // Мария ИЛЬЯЗОВА. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d3%91%d1%8 ... %bd%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех