Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӗҫ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аса ил-ха, хӑвна мӗн турӗҫ?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрӗслеменни алӑк кӗтесӗ ҫеҫ юлнӑччӗ, Ҫавӑнпа чи малтан унта пӑхма шут турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫалӑха тӗп турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ чӑваш пахчисем, классӗсем хупӑнаҫҫӗ пултӑр, наци сапӑрҫисем кирлӗ мар турӗҫ, анчах литературӑн тытӑмӗ, тӗллевӗ, кирлӗлӗхӗ халех ҫухалмӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Лешсем вара пирӗн енне ҫаврӑнчӗҫ те пӗр-икӗ утӑм турӗҫ

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Нумай ҫисен пыл та йӳҫӗ, — терӗ те каччӑ хӗрпе иккӗшӗ купӑсҫӑна пырса тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Апла-капла пулсан та, вӑл сӗннипе-ыйтнипе тата ҫине тӑнипе картлашкасем патӗнче ҫирӗп карлӑксем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӑтӑл-ҫатӑл турӗҫ акӑ, Сӗтӗрсе кӑларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Сӗреке // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 56–57 с.

Хамӑр больницӑрах, вилме патне ҫитнӗскере, виҫӗ хут операци туса ҫын турӗҫ!

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Ҫапах та вӗсем тепӗр наҫилкка турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Икӗ грузовик юнашар лартса, сцена турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ирӗксӗрлесе икӗ хыткан офицер допрос турӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗнпур палӑксене ӑсталаса пӗтерсе вӗҫлев уявне турӗҫ: сӳннӗ кӑвайта ҫӗнӗрен чӗртрӗҫ, вилнисене асӑнса кӑвайт тавра виҫӗ хутчен ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан ҫӑкаран хушма япаласем: «сӗтел», «тенкел», касса турӗҫ вилни леш тӗнчере ларса ҫиме пултартӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуппине сӳсе, тикӗс чутласа палӑксен ҫӳлти енӗсене куҫсем сӑмса, ҫӑвар касса паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем ӗмӗтленчӗҫ, малашнехи плансем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумаях та пулмасть, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн, икӗ тимӗрҫӗ — Ванюшпа Мишшук, арӑмӗсемпе пӗрле ялӑн престол праҫникне — кунти чиркӳ ятне панӑ ҫветтуй Герман кунне паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗмӗрхи йӑмрасен ҫулҫисем ҫеҫ шӑпӑл-шӑпӑл турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова та залра ларакансене Аннесен кунӗ ячӗпе саламланӑ май искусствӑсен шкулӗн преподавателӗсене, воспитанникӗсене пултаруллӑ пулнӑшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв каҫӗ пурне те савӑнӑҫ парнелерӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Дмитрий Родионовичӑн мӑшӑрӗ Прасковья Павловна, тӑватӑ ачи ҫемйисемпе (ултӑ мӑнукӗ, икӗ кӗҫӗн мӑнукӗ) мӑшӑрне, ашшӗне хисеп тунӑшӑн, манманшӑн пуҫ тайса пурне те тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Волков ячӗпе - Асӑну хӑми // А.ЗАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/404-d ... s-nu-kh-mi

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех