Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурте малалла туртӑнаҫҫӗ.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Пӑрахут ҫунать, вӗсем палуба тӑрӑх шӑваҫҫӗ, туртӑнаҫҫӗ, кантӑкран пуҫӗсене кӑларса пулӑшма чӗнеҫҫӗ, йынӑшаҫҫӗ, нимӗҫсене ылханаҫҫӗ.
Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.
Унӑн шухӑшӗсем тӑтӑшах малти лини еннелле туртӑнаҫҫӗ.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Унӑн куҫӗсем Черныш патнелле туртӑнаҫҫӗ, унран тем ыйтаҫҫӗ тата ҫав вӑхӑтрах ӑна тем каласа параҫҫӗ.Глаза ее тянулись к нему, о чем-то спрашивая его и в то же время что-то говоря ему.
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫав ӗмӗтсем тӗтре карса илнӗ инҫет еннелле тӳсӗмсӗррӗн туртӑнаҫҫӗ, ҫынсене шухӑшра ҫемйисемпе тата тусӗсемпе тӗл пултараҫҫӗ, тахҫантанпа курман ачасене ачашлаттараҫҫӗ…
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, аллисемпе ун патнелле туртӑнаҫҫӗ.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хытса ларнӑ алӑсем ҫапса ӳкернӗ пӑшал патнелле туртӑнаҫҫӗ.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Боецсем хӑйсен пур нушисемпе те ун патнелле туртӑнаҫҫӗ.
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Аманнисем пуҫӗсене ҫӗклеҫҫӗ, чавсисем ҫине тӗренеҫҫӗ, хӑйсен пуҫӗсем тӑрринчи стенасем ҫумне урнӑ пек пырса ҫапӑнакан пульӑсем ҫине пӑхмасӑр, вӗсем чӗтренекен хӗрлӗ шевлесем патнелле туртӑнаҫҫӗ.
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
«Пирӗн пурнӑҫ ӗмӗчӗ нихҫан та пурнӑҫланма пултараймасть, мӗншӗн тесен ӗмӗтсем яланах ҫитӗнӳсенчен малалла туртӑнаҫҫӗ, ҫав ҫитӗнӳсем тем пек пысӑк пулсан та, ӗмӗтсем малаллах туртӑнаҫҫӗ…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫынсем поездсемпе автобуссем ҫине васкаҫҫӗ: вӗсем пурте тинӗс еннелле туртӑнаҫҫӗ.Люди торопились на поезда и автобусы: они направлялись к морю.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Нимӗҫсем Кавказ нефчӗ патне туртӑнаҫҫӗ, вӗсем пӗтӗм Европӑра сахал мар вӑй пухнӑ.Немцы рвутся к кавказской нефти, они собрали со всей Европы немалые силы.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӑрсем пӗр вӗҫӗмсӗр юхаҫҫӗ, вӗсем ҫак ансӑр пролива пӗтӗм тинӗсрен туртӑнаҫҫӗ тейӗн.Льдины плыли и плыли, словно со всего моря стягивались они в этот узкий пролив.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Никифорпа пӗрле килнӗ нивхсен аллинчи пӑлансем хартлатса туртӑнаҫҫӗ.Олени с храпом рвались из рук нивхов, приехавших вместе с Никифором.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсем пӑлхав еннелле туртӑнаҫҫӗ, ҫавӑн пирки вӗсене власть хӗсӗрлет.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах партизансене хавхалантарма та кирлӗ мар мӗн, вӗсем ахаль те хӑйсене хӑйсем ҫирӗп тытаҫҫӗ, ҫапӑҫӑва хӑйсемех туртӑнаҫҫӗ.Но это было излишне, так как партизаны были настроены твердо и решительно.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Симӗс ту тӑрӑх утса пыракан колоннисене, траншейӑсенче курӑна-курӑна каякан тӗтӗм чӑмӑрккисене сӑнать, ҫав-ҫавах, ҫав хӗрӳлӗхпех, тӗнчен тӗрлӗ енчен туртӑнаҫҫӗ унта ҫынсен тӗрлӗ ушкӑнӗсем, ҫав вилӗм кӳрекен вырӑна вӗсем темӗнле пӗр тӗрлӗ кӑмӑлпа туртӑнаҫҫӗ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пур ачасем те звено патне туртӑнаҫҫӗ.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Шофер, машинне чарса, ачасем ҫине йӑлл кулса пӑхрӗ: вӗсем, пӗр-пӗрне тӗрте-тӗрте ярсах, учителе ытамлаҫҫӗ, пур енчен те ун патнелле туртӑнаҫҫӗ, хӑйсем вӑрҫӑ пуҫланни ҫинчен мӗнле пӗлни, унпа шоссе ҫинче уйрӑлса каясран хӑрани, хӑйсем мӗнле вӑрмантан тухни ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ; вӑрҫӑ пулман пулсан, лагерьте епле лайӑх пулмаллаччӗ, теҫҫӗ.
17 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Акӑ ҫӗнӗ тӗрке витӗр хӗм пӗрчисемпе кӗл ҫеҫ сӑрхӑнса туртӑнаҫҫӗ, нихҫан та вӑл тӗрке ҫулӑмпа хыпӑнса чӗрӗлсе каяс ҫук пек туйӑнать; акӑ темле ӳркевлӗн пӗр ҫӗрте, тепӗр ҫӗрте, виҫҫӗмӗш тӗлте ҫулӑм явӑнса тухрӗ, унтан сасартӑк ҫав ҫулӑм улӑма пӗтӗмпех хыпса илчӗ те, вара улӑм, таҫтан вут-кӑварӑн сиксе тухнӑ хӑрушӑ вӑйне парӑнса, таткалана та пуҫларӗ, хӑйне ҫисе яракан ҫулӑм ӑшӗнче ним юлми ҫухалчӗ.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.