Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗлӗнсе кайӑн, Ваҫук пичче, халь пирӗн ял фабрика пек: хӑшӗ ҫӑпата тӑвать, ҫӑматӑ йӑвалать, хӑшӗ алса-чӑлха ҫыхать, хӑшӗ табак турать — пурте фронта валли.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Халь Гитлер ватти-вӗттине те уйӑрса тӑмасть — речӗпе турать.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эльвира кӗпе ҫума тунӑ кӗпер ҫине алли-урине майлашнӑ та тутине хӗстернӗ ҫӳҫ йӗппи вӗҫӗнче хӗвел хӗмне фокусник пек вылятса, каҫӑрларах ларса, ҫӳҫ турать.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Таранов хӑй, кӑвак пижама тӑхӑннӑскер, кухньӑри сӗтел ҫинче яшкана яма купӑста турать.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫӳҫе турать, чӑлха сапласа парать.
Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пӑхатӑп — йӑмра айӗнче вутӑш хӗрӗ лара парать, пуҫне турать.
Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл хӑмаран ҫапса тунӑ сӗтел ҫинче симӗс сухан турать.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хыркӑчласа тасатать вӗсене, ҫилхисене тимӗр турапа турать.Уж он их чистит, скребет от души, расчесывает гривы железным гребнем…
Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Чӑмавӑн» тӑватӑ матросӗ — ҫулланнӑ ҫынсем, хӑйсене хуҫалӑхлӑн та лӑпкӑн тытаҫҫӗ; ирӗклӗ вӑхӑтра вӗсенчен пӗри табак ҫулҫисене турать е ҫӗвви сӳтӗлнӗ ҫухавине куртки ҫумне ҫӗлет; тепри ҫыру ҫырать, виҫҫӗмӗшӗ сарлака кӗленче савӑтра хӑйӑрпа турпасран пейзаж ӗренкелет, яппун пек — ҫӳп-ҫӳхе патаксемпе аппаланать.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах Симка Горбушкин ҫав сӑмах тӗрӗсси пирки иккӗленчӗ, мӗншӗн тесен архангел Михаилӑн йӑлисем пӗрре те апла мар: вӑл шӑлӗсемпе мар, хӗҫҫипе турать, сӑннипе чикет, терӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пирӗн шутпа Ту-Этем ку хатӗрпе хӑйӗн ҫӳҫне турать пулас, анчах ку эпир шухӑшлани ҫеҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Стёпушка е хӳме айӗнче йӳҫ кӑшман кышласа, е кишӗр ӗмсе ларать, е вараланса пӗтнӗ купӑста кучанне турать, е шыв витрине таҫта мӗкӗрленсе ҫӗклесе каять, е чӳлмек айне кӑвайт хурать те хӗвӗнчен темӗнле хура япаласем кӑларса вӗсене чӳлмеке пӑрахать, е хӑйӗн кӗтесӗнче йывӑҫ татӑкӗпе шаккать; пӑта ҫапса кӗртет, ҫӑкӑр валли ҫӳлӗкҫи тӑвать.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Пуҫ турипе вӗсен арпашӑнса пӗтнӗ ҫамрӑк ҫӳҫ кӑтрисене турать, вӗсене хӑйӗн куҫҫулӗпе йӗпетет.Она расчесывала гребнем их молодые, небрежно всклоченные кудри и смачивала их слезами.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Ҫапла вӗсене, Сёмка!» — кӑшкӑрать Чапаев, хӑй лашине сылтӑмалла та сулахаялла пӑркалать, хӗрсе кайса хӗҫпе турать…«Так их, Сёмка!» — закричал Чапаев, а сам вправо и влево коня поворачивает и всё без промаха бьёт…
Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Кӗретӗп ӗнтӗ эпӗ, князь пудермантельпе ларать, эрешлесе пӗтернӗ француз сӑхманне тӑхӑннӑ пӗр парикмахер унӑн парикне турать, тепӗр парикмахерӗ кӗмӗл чашӑк ҫинче помада, пудра тата пуҫ турисем тытса тӑрать.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл хайӗн вӑрӑм ҫивӗчӗсене сӳтнӗ чухне каштан тӗслӗ пайӑркасем ӑна пилӗкрен аяла ҫитичченех хупласа хураҫҫӗ; ун хыҫҫӑн вӑл вӗсене ҫуллахи вӑйлӑ ҫумӑр пайӑркисем евӗр тӳрленсе ҫитичченех турать.
Коростелевпа ирттернӗ пӗрремӗш ир. — Хӑнара // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Лида та ватнике хывса тасатать, питне ҫуса ҫӳҫне турать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Табакпа одеколон шӑрши ҫапать («чӗлӗм нумай туртать, сухалне шав турать, духи сапать» — ӑнлантарса парать йӑлӑхтармӑш Серафима); хут татӑкӗсем хура-хура тухнӑ ҫӗнӗ техникӑллӑ журналсем («киле час таврӑнмасть, килсен вулать, ирчченех вулать»).
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Петька хӑйӑ чӗлет, Нюра кишӗр тасатать, Чижик купӑста турать, Манька ачасемпе вылять.Петька колол щепу; Нюра чистила морковку; Чижик резала капусту; Манька занимала ребят.
Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Каҫхи сулхӑн ҫил унӑн тӑраткаланнӑ ҫӳҫне канӑҫсӑр турать, пӗрчӗн-пӗрчӗн лӑскаса кӑларас пек вирелле варкӑштарать.Предвечерний ветерок шевелил его всклокоченные волосы, будто старался расчесать их по волоску.
XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
- 1
- 2