Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тумла тумлать те тумлать, капла пирӗн Юрпике ирӗлсе те каять.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Сӑран карттусӗ ҫине тумла тумларӗ.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Хӗвел тухнӑ ӗнтӗ, ҫуркунне ҫитнӗ май вӑл хӗрӳ шевлисене кӑваккӑн курӑнакан юр ҫине сапалать, пӳрт хӗрринчи пӑр катӑкӗсене ирӗлтерет: патлатса тумла тумлать.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
— Ах, хуланах таврӑнмаллаччӗ, Павӑл, — пӑлханчӑк именӗвне куҫ айне ӳкерчӗ, ҫумӑрпа витӗрех шапарнӑ, хашкана ернӗ хӗр шӑратнӑ кӗмӗл евӗр тумла тумлакан лупас арки айне (унта ҫерҫисем те пӗршӗннӗ) ҫитсе ӳксен, ӳт-кӗлетки ҫумне лаппипех ҫыпӑҫса ларнӑ платйине яртах палӑрса тухнӑ нӑкӑ-нӑкӑ кӑкӑр «пӳскисенчен» пӳрнисемпе чӗпӗткелесе уйӑрса.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Тӳпере хӗвел кустӑрми ялкӑшать, ҫуртсен аркинчен ӑмӑртмаллах тумла тумлать.
Малтан каҫарсан // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111 с.
Пӳрт карнисӗсенчен, вырӑсла хапха тӑрринчен пӑт-пӑт-пӑт тумла тумлать, ҫуркунне сасси вӑл.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Бук тураттисем ҫинчен тумлакан тумла чӗр-кӗмӗл пек йывӑррӑн ӳкет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Часах юр кайса пӗтнӗ, аист та пӳрт тӑррине таврӑнса, кивӗ кустӑрма ҫине туса панӑ йӑвине майлама тытӑннӑ, йывӑҫсене сӗткен кӗме пуҫланӑ, чӳрече умӗнче тумла тумлани илтӗннӗ.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Нӳхрепре вилӗме кӗтекен ҫынсем туллиех пулнӑ пирки пас ирӗлнӗ, маччаран тумла тумланӑ.Но помещение было так тесно набито людьми, ожидавшими смерти, что иней таял и с потолка капало.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Ҫанталӑк сивӗ тӑрать-ха, анчах сӑрт ҫамкинче хӗвел юра ирӗлтернӗ, хӑмӑр ҫӗр тухнӑ, кӗрт хуралса пусӑрӑннӑ, кӑнтӑралли пӳрт ҫунаттисенчен пӑр ҫӳҫе евӗр ҫакӑнса тӑрать, вӗсен вӗҫӗнчен тумла тумлать.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Чуна савӑнтарса тумлать ҫурхи тумла.
XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫивиттисемпе карнизсем ҫинчен пӑр шӑрҫисем ярӑмланнӑ, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса, унта та кунта тумла вӗҫсе иртет; кашнине уйрӑм илсен, вӗсем пӗр сисӗнмесӗр тумланӑ, анчах пурте пӗрле вӗсем МТС-ӑн пысӑк килкартине кӗмӗл тӗспе ҫутатнӑ, янравлӑ сасӑпа тултарнӑ.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кӑнтӑрла ҫурт тӑррисенчен тумла юхрӗ, ҫуртсен кӑвак стенисем тарласа ерипен пӑс кӑларса тӑчӗҫ, каҫ пулас умӗн вара пур ҫӗрте те тӗксӗммӗн шуралнӑ тумла пӑрӗсем усӑнса тӑни курӑнчӗ.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӳрт тӑрринчен тумла тумламасть ӗнтӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кабинӑран ҫӗре сиксенех Ридлер тӗлӗннипе шӑхӑрса ячӗ: самолет ҫуначӗ ҫинчен тумла тумлать, ҫанталӑк ҫуркуннехи пек ӑшӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӳрт тӑрринчен тумла тумлать, вите алӑкӗ хуйхӑллӑн чӗриклете-чӗриклете илет.Под окнами звучно падали капли, во дворе тоскливо скрипела дверь хлева.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Аллине тытнӑ пушмакӗсенчен тата йӗпе кӗпи аркинчен урайне тумла тумлать.С башмаков, которые она держала в руке, и с подола платья капало на пол.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫурт тӑррисенчен тумла тумлать, кӗмӗл пек пӑр шереписем йӑлтӑртатаҫҫӗ, карниз ҫинче тахҫан юхнӑ шыв йӗрӗсем тикӗт тӗслӗ ярӑм-ярӑм курӑнса выртаҫҫӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вучахра сивӗнекен чулсем шартлатса илкелеҫҫӗ, сайра-хутра ҫеҫ шӑрчӑк хуллен чӗриклетсе илет, ҫӗрпӳрт ҫийӗнче ватӑ хырсем лӑпкӑн та пӗр евӗрлӗн кашлаҫҫӗ, алӑк умӗнче, тулта, йывӑр тумла патлатса тумлать.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫуркунне хӗвел ӑшшинче тумла пӑт-пат тумланине, кайӑксем савӑнӑҫлӑн чӗвӗлтетнине, ҫырмасенче шарласа шывсем юхнине итлесе хӗпӗртет.
Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№