Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑй шутлать: «Шыв ӗҫсе тултарӑп хырӑма пӑртак».
Кил тени мӗн тени // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/386
Ну, шутлатӑп ӑшӑмра, атте валли чей ӗҫме пӗр кӗренкке чей тултарӑп та, унӑн вара ӳслӗкӗ иртме те пултарать.Ну, думаю, куплю фунт карамели отцу к чаю, может тогда пройдет у него кашель.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Канаш-сӗнӳ парса е — пӗтӗмӗшле — хамӑн витӗме кӑтартма хӑтланса хам ҫине паллӑ тивӗҫлӗхсем тиесе тултарӑп та…
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Пахчана хӑяр акса тултарӑп, никама та вӑрлама памӑп, лайӑх хуралҫӑ тытӑп.Заведу огород, насажу огурцов, воровать не дам, караул буду крепкий держать.
Хӑяр вӑрлакан // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Унтан каларӗ: «Капла татӑлсах ан йӗр, анне! Петӗршӗн салтака хам каятӑп, эпӗ унтан аслӑрах. Эпӗ ҫухалмӑп. Вӑхӑт тултарӑп та киле ҫаврӑнса килӗп. Эсӗ, Петӗр, аттепе аннене чипер пӑхса усра; ман арӑма та ан пӑрах, ан хурлантар», — терӗ.
Пӗр ҫын хай пиччӗшне мӗншӗн пит юратни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Чейне эпӗ хамах тултарӑп, хамах, — васкаса пӗлтерчӗ Николай Петрович.— Я сам разолью чай, сам, — поспешно подхватил Николай Петрович.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Часрах укҫа туса тултарӑп тетӗн-им?
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Лектӗр-ха ман алла ҫав Коншаков, йӗмӗ ӑшне вӗлтӗрен тултарӑп.— Попадись мне этот Коншаков, я ему напихаю в штаны крапивы.
18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
6. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тепӗр хут, — ӗнтӗ ҫакӑ часах пулӗ, — Эпӗ тӳпепе ҫӗре, тинӗспе типҫӗре кисрентерӗп, 7. пур халӑха та кисрентерӗп, вара пур халӑх та Кӗтекенни килӗ, ҫак Ҫурта вара мухтавлӑхпа тултарӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн тӑррисене вӗлернӗ ҫынсемпе тултарӑп; санӑн сӑртусем ҫине, санӑн айлӑмусене, санӑн пур лупашкуна хӗҫпе касӑлнисем ӳксе тулӗҫ.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Санӑн ашна тусем тӑрӑх ывӑтса тухӑп, айлӑмсене санӑн виллӳсемпе тултарӑп.5. И раскидаю мясо твое по горам, и долины наполню твоими трупами.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Санӑн урӑх турӑ ан пултӑр, ют ҫӗр туррине ан пуҫҫап эсӗ. 11. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, Египет ҫӗрӗнчен сана Эпӗ илсе тухрӑм; ҫӑварна уҫ, Эпӗ ӑна тултарӑп».
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать: эсӗ Манӑн умӑмра нумайччен пӑхӑнмасӑр тӑрӑн-и? яр Манӑн халӑхӑма, вӑл Мана кӗлтутӑр; 4. эхер те эсӗ Манӑн халӑхӑма ямасассӑн, акӑ ыран [шӑп ҫакӑ вӑхӑтра] Эпӗ санӑн [пӗтӗм] ҫӗрӳ ҫине хӗрлӗ шӑрчӑк ярса тултарӑп; 5. вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илӗ те, ҫӗр курӑнми пулӗ, пӑр ҫапнӑ хыҫҫӑн [ҫӗр ҫине] сирӗн мӗн юлнине [пӗтӗмпех] ҫисе ярӗ; ҫавӑн пекех сирӗн хирӗрте ӳсекен пӗтӗм йывӑҫа ҫисе пӗтерӗ, 6. санӑн ҫуртусене, санӑн мӗнпур чурусен пӳрчӗсене, пӗтӗм Египет ҫыннисен [мӗнпур] пӳрчӗсене кӗрсе тулӗ, санӑн аҫусем те, санӑн аҫусенӗн ашшӗсем те ҫӗр ҫинче пурӑна пуҫланӑ кунран пуҫласа паянхи куна ҫитиччен ун пеккине курман, тет, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 2. эхер те эсӗ кӑларса яма килӗшместӗн пулсассӑн, акӑ Эпӗ санӑн пӗтӗм тавралӑхна ҫӗр шапи ярса тултарӑп; 3. ҫырмара шапа вӗрӗлтетӗ, вӗсем тухӗҫ те санӑн ҫуртна та, эсӗ ҫывӑракан пӳлӗме те кӗрӗҫ, вырӑну ҫине те хӑпарӗҫ, санӑн чурусен, санӑн халӑхун ҫурчӗсене те, санӑн кӑмакусене те, санӑн кӑвас чӗресӳсене те кӗрсе тулӗҫ, 4. сан ҫине, санӑн халӑху ҫине, санӑн пӗтӗм чуру ҫине шапасем улӑхӗҫ, тет, те.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Акӑ Эпӗ ӳтӗнче чӗмӗ пуррине, тӳпе айӗнчине, пурне те пӗтермешкӗн ҫӗр ҫине шыв тултарӑп; ҫӗр ҫинче мӗн пурри йӑлтах вилсе пӗтӗ.
Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1