Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тулса (тĕпĕ: тул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пыра тем чӑмакки тулса ларчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Авӑ, аякрах та мар тейӗн, «ял тӑрринче» каҫхи тӗттӗмлӗхе ҫутатакан тулса ҫитнӗ уйӑх ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Питех калаҫма юратман хӗрарӑм автомата контейнера кирпӗч тултарма хушать, тулса ҫитсен, йывӑҫ контейнер ҫӳлелле ӑсанать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пӗрремӗш участок, куратӑр вӗт, кирпӗчпе тулса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Якку ҫаплах лӑпланаймасть-ха, ӑшӗнче мӗн тулса ҫитнине йӑлтах Раман умне кӑларса тӑкасшӑн пулас.

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тулса пыракан шыв пӗве пӑрне ҫӗклесе ҫуркалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Яковлевич килсе кӗчӗ те, пӳлӗм тулса ларнӑнах туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑчӑхса, тусанпа тулса ҫитнӗ ҫанталӑкра ӗҫлеме мар, ларма та, тӑма та май ҫук.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сулӑ пӗве варринелле хуллен-хуллен шӑвать, хыҫран тӑсӑлса пыракан вӗтӗ-вӗтӗ шатрашкаллӑ шыв хӳре ҫинче тулса ҫитмен уйӑх ҫӑлтӑрсемпе ташлать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Подполковник сӑн-пичӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ пек тулса кайрӗ, вӑл арестанткӑна, ҫав Ешӗл Йӑмраллӑ ялӗнчи Жанна д’Арка пӳлме хӑтланса кӑкӑрне сывлӑш тултарчӗ, пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тахҫан ытлашшипех тулса кайнӑ ҫуртра арҫынсем юлмарӗҫ — хӗрарӑмсемпе лавкка тулли ачи-пӑчи ҫеҫ куҫҫулӗсемпе манкисене юхтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Купсасен пӗр-икӗ хутлӑ ҫурчӗсемпе тулса ларнӑскер, ҫаплах хытса юлнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунсем, уйӑхсем ҫухатусемпе тулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӳрех урисем ҫине тимлӗх уйӑрчӗ, вӗсем тулса кайнӑ, шурӑ пӗҫӗсене сывлӑш уҫласа тултарнӑ тейӗн — лампа ҫутинче йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче вырӑн ҫинче, хӗрсе кайсан, туйӑмсем тулса ҫитсен Ванюш ҫапла каласа хунӑччӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Суккӑр усаллӑхпа тулса ҫитнӗскер, вӑл каллех тавӑрас шутпа урама чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тен, пит тулса ҫитнипе ӳкнӗ тарӑн юр ҫине?»

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Пӳрт стенисем тӗтӗмпе тулса ларнӑ та, халь тин ӗнтӗ вӗсенчен ҫав тӗтӗм шӑршине нимпе те хӗссе кӑлараймӑн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗпсӗр ҫӑл каллех юшкӑнпа тулса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнпа та кунта ҫуллахи вӑхӑтра вӑйлӑ ҫумӑрсем хыҫҫӑн шывсем тулса саралса каяҫҫӗ, таврари вырӑна шыв илет.

Поэтому здесь в летнюю пору от сильных дождей разливаются реки и происходят наводнения.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех