Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тулса (тĕпĕ: тул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тавралӑх савӑнӑҫлӑ ҫамрӑксен сассипе тулса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрлехи вӑрттӑн сасӑсемпе тулса ларнӑ каҫхи урам ҫамрӑксене ҫӳлти ҫутатса пӑхакан уйӑхӑн илӗртӳлӗхӗпе кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗрен чечеклӗ кӗпи ҫийӗн хура сатин чӗрҫитти ҫакса, тин кӑна ыйхӑран вӑранакан выльӑх-чӗрлӗх сассипе тулса ларнӑ урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ача-пӑча шавӗпе кӗрлесе тӑракан урам хиртен таврӑнакан выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫӗр тӗрлӗ сассипе тулса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ку енчен те, леш енчен те ҫыран хӗррисене йывӑҫсем лартса ҫирӗплетер, пӗвен пӗр айккине, шыв тулса ларнӑ вӑхӑтсенче уҫса кӑларма, канав чавар.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Лисук ҫуралсан, пӗчӗк пӳрт пушшех тулса, хавасланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Садри йывӑҫсен папакӗсем тулса ҫитнӗ, хӑмӑрланнӑ, часах ҫеҫке ҫурмалла.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хулари госпитальсем аманнӑ салтаксемпе тулса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Савӑнӑҫпа тулса ларнӑ ҫамрӑк ҫын чӗри ватлӑх пирки тӗлленмест ҫав.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Ҫилсӗр ир йывӑҫ айӗнче ҫак шӑршӑ пушшех лайӑх сисӗнет, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм сывлӑш унпа тулса ларнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Иккӗшӗ те пӗр хушӑ пирус мӑкӑрлантараҫҫӗ, кабина тӗтӗмпе тулса ларать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Кӑшт-кашт хӑйне ҫимелӗх пахча-ҫимӗҫпе ҫӗрулми лартатчӗ Вихтӑр мучи, ытти пӗтӗм ҫӗрӗ йытӑ ҫимен махоркипе тулса ларнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Хуралҫӑ чӗри ӑшӑ-ӑшӑ туйӑмпа тулса ларать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Иван Иванович кӑшкӑрма та кӑшкӑрмасть, анчах чунӗнче сивлеклӗх пур; ятлама та ятламасть, ҫапах та сӑмахӗсем ватпа тулса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ферма тавра ҫаврӑнса ҫитиччен общежити тулса та ларнӑ!

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Автомобиль аккумуляторне тулса ҫитме ҫур сехете яхӑн иртӗ, машинӑна кӑштах вӑй илтерме темиҫе минут та ҫитет.

До полной зарядки автомобильного аккумулятора необходимо около получаса, для подзарядки машины же достаточно и нескольких минут.

Кӳкеҫре электрозаправка уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33925.html

Анчах асни тулса тӑкӑна пуҫласан, йӑвашланать, лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — пасар урамӗ ҫынсемпе тата выльӑх-чӗрлӗхпе тулса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аш-чикки тулса ҫитнӗ хӗрарӑм кӳлнӗ лав тавра ҫаврӑнчӗ, каллех ывӑлӗ умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку Тарье ӑш-чиккинче тулнӑҫем тулса пыракан ҫил-тӑвӑла асар-писер вӑйпа хускатса ямалли юлашки сӑлтав пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех