Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑнаканскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗкскер, услам ҫу катӑкӗ пек, ҫавракаскер, ача-пӑча юмахӗнчен тухнӑ пек туйӑнаканскер, Ваҫилен шуралса кайнӑ сӑмсипе питҫӑмартисене курсан вӑл чӗпӗтекен юрпа сӑтӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Санӑн пит аван куҫ-пуҫу улшӑнман пулсан, эсӗ горизонтра темскер, пит те йывӑҫ евӗрлӗ туйӑнаканскер курӑн.

Если тебе не изменило твое превосходное зрение, то ты увидишь на горизонте что-то очень похожее на дерево.

III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Пысӑк та чӑнласах ҫаврӑнӑҫусӑрскер, тарӑхнӑ пулин те ырӑ кӑмӑллӑ та кӑштах ухмахларах пек туйӑнаканскер, пурне те харӑс култарса янӑ.

Огромный и действительно нескладный, с добродушным и немного глуповатым от огорчения лицом, он вызывал дружный хохот.

Маньчжури сопкисем ҫинче // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 111–125 с.

Сӑрланӑ тавричански урапа патӗнче кӗрнек пӳ-силлӗ, кӑвак куҫ харшиллӗ старик, — сӑнӗпе те, хӑйне ҫиллессӗн тытнинчен те пӑхӑр авӑрлӑ атаман туйине пӗр ҫул мар туяласа ҫӳренӗ хутор атаманӗ пек туйӑнаканскер — хӗрсех калаҫать:

Около раскрашенной тавричанской брички ораторствует статный седобровый старик, по виду и властным замашкам — хуторской атаман, не один год носивший атаманскую насеку с медным надвершием:

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрҫӑ вӗсемшӗн — ҫӗнӗ япала-ха, ача вӑййи майлӑ туйӑнаканскер.

Им война — в новинку, вроде ребячьей игры.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Съезд пыракан пӳлӗме кӗрсе каймалли алӑк умӗнче Христоньӑна темле казак, калаҫнӑ тӑрӑх анахрисем пек туйӑнаканскер, чарса тӑратрӗ.

Почти у самого входа в комнату, где происходил съезд, Христоню остановил один из казаков, — судя по выговору, низовской.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юргинӑн телейӗ, пӗр сехет каялла пуринчен те вӑйлӑ, хӑйӗн чӗрине пӗтӗмпех ҫавӑрса илнӗ пек туйӑнаканскер, ҫак хӑрушлӑха туйса тӑнипе часах каялла чакрӗ.

И личное счастье, которое час назад казалось всесильным, захватившим всю душу Юргина, немедленно отступило перед сознанием этой опасности.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Карташне сыхлакан хура аҫа йытти те, пӑхма усал пек туйӑнаканскер, хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен манса кайсах, кӗпӗрленсе тӑракан ҫемье тавра вӗрсе, чупкаласа ҫӳрет.

Даже черный дворовый кобель, злой на вид, позабыв о своем долге, с визгом носился около столпившейся семьи.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл, сӑнӗнчен пӑхсан чи тӗрекли пек туйӑнаканскер, пиртен пуринчен те вӑйсӑртараххи пулчӗ.

Он оказался самым слабым из нас, а на вид был самым сильным.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех