Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑмсене (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах сӑнӳкерчӗксене пула эпир иртнӗ пурнӑҫа таврӑнма, ҫавӑн пекех пирӗн пурнӑҫри ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ туйӑмсене курма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӳкерчӗк ӑсти // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/kultura/2025 ... ti-4135785

Июнь, июль уйӑхӗсенче ӗмӗтленмелле, юратмалла, хаваслӑ туйӑмсене ирӗке яма та юрать.

Куҫарса пулӑш

2025 – Симӗс Ҫӗлен ҫулӗ // Хусан тӑрӑхӗ. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... s-clen-cul

Ҫак туйӑмсене вӗсем, тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, паян кунчченех упранӑ.

Куҫарса пулӑш

Ситекри Кудряковсем юрату ҫирӗплӗхӗпе экзамен ӑнӑҫлӑ панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-12- ... an-4055661

Ҫак уяв кунӗнче эпир сире хамӑрӑн чи ӑшӑ та чӗререн тухакан туйӑмсене пӗлтеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек районӗнчи хисеплӗ хӗрарӑмсем! Хаклӑ аннесем! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-11- ... em-4021600

«Пӗрремӗш хут варта ача хӑйӗн пӗчӗк ҫеҫ урисемпе тапкалашнине, кӑкӑр ӗмӗртнине, малтанхи утӑмсем тунине - ҫак нимӗн-пе танлаштарайми туйӑмсене амӑшӗ кӑна туйма пултарать. Ҫут ҫанталӑк панӑ ӑна ҫакна. Анчах та, шел пулин те, амӑшӗн туйӑмне кашни хӑрарӑмах туйса илме пултараймасть е тӑрӑшмасть те. Манӑн ачасӑр хӗрарӑма алӑсӑр ҫынпа танлаштарас килет. Пӗр ача – пӗр алӑ, икӗ е унран та ытларах – тепӗр алли. Телейӗ те ҫавӑн чухлех!» - терӗ Ураскилт чиркӗвӗн настоятелӗ Александр Егоров протоиерей.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пурнӑҫ парнелет... Унран пахи мӗн пултӑр? // М.Михайлова. http://alikovopress.ru/xeraram-purnac-pa ... ultar.html

Ҫак туйӑмсене сӑмахпа каласа пама ҫук, анчах ҫапах та эпӗ ҫак вырӑнта пире мӗн кӑмӑла кайнине каласа пама тӑрӑшӑп.

Куҫарса пулӑш

"Башкирское долголетие" - пурнӑҫ ҫинчен // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... en-3862733

Харпӑр пурнӑҫра авантюра тӑвас килӗ, анчах туйӑмсене ан парӑнӑр.

В сфере личной жизни будут просматриваться авантюрные мотивы, но лучше не поддаваться соблазну.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хутсемпе ҫыхӑннӑ шухӑшсемпе туйӑмсене йӗркене кӗртӗр.

Приведите в систему свои мысли и чувства, а также всё, что связано с бумажными делами.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсӗ ялтан виҫӗ кун каярах юлса таврӑнни ҫав туйӑмсене татах та вӑйлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Эсӗ ман туйӑмсене те манран лайӑхрах пӗлетӗн апла, — сиввӗн хуравларӗ Игорь.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев ҫамрӑк армеецсене тав турӗ, малашне те патриотла туйӑмсене чунра упрама, пур енчен те ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулма, пире мирлӗ тӳпе парнеленӗ паттӑрсене яланах асра тыма сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен парачӗ иртрӗ // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11964-camr-k ... arach-irtr

Ман туйӑмсене Гарри Стопкин куҫран пӑхнипех сиснӗ пулас та, пире — мана, Геннадий Сандрова, Николай Афанасьева, Валя Сорокинӑна — ҫапла каларӗ темлерен темле: «Ку базӑна, — терӗ, — выляма мар, ӗҫлесе илме килнӗ эп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсир — ҫитӗннӗ ҫынсем, сирӗн ырӑ туйӑмсене эпир нимӗнле приказпа та пӗтерме пултараймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Паянхи куна, хамӑн туйӑмсене, паянхи ҫанталӑка мӗнле кӑна ҫырса кӑтартнӑ пулӑттӑм-ши!

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сипетсӗр Нюҫҫа, хӑй йышӑннӑ тӑрӑх, «юбка айне кӗрекен ҫӳллӗ туйӑмсене пула» такмак шутласа тупнӑ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Конвертсӑр юрамасть. Атту кашнийӗ вуласа тухса сӑрӑпа варласа хума пултарать», — айванла шухӑшларӗ вӑл, тӗнчере ҫырусене тушьпа варалакан, мӗнпур чӗррине — туйӑмсене, шухӑшсене, ӳте пӗтерекен цензура пурри ҫинчен тӗлленменскер.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑш-пӗр чухне вӗсем туйӑмсене пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗрери шиклӗ туйӑмсене ҫӗнтерсе эпӗ ӑна ӳкерчӗке тыттартӑм.

Я отдал рисунок Маленькому принцу, и сердце у меня сжалось.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Ман туйӑмсене те, вӑл хӗре те пырса ан тӗкӗн эсӗ! — хӑй ӑшӗнче тарӑху вӗресе хӑпарнине путарса пулчӗ ӑна Завьялов.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак уяв пирте чи ачаш та чӗтревлӗ туйӑмсене вӑратать.

Этот праздник пробуждает в нас самые нежные и трепетные чувства.

Пишпӳлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! Хисеплӗ ветерансем! // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... em-3460813

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех