Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тискеррӗн сăмах пирĕн базăра пур.
тискеррӗн (тĕпĕ: тискеррӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туять вӑл: лешӗ те юлмасть хыҫалта, кӗҫ-вӗҫ туртса ҫурасла тискеррӗн: «Архф! Архф!» — тӑвать тӗпӗртти-тӗпӗртти сиксе пынӑ майӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Варсонофий тискеррӗн кӑшкӑрса тапаҫланать, ҫулӑм та ун хыҫҫӑнах ҫатӑртатса чупать.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Фильчин тытса тӑракан хунар ҫутинче унӑн куҫӗ тискеррӗн йӑлкӑшать.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗн куҫӗ ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр ҫыннӑнни евӗр ялкӑшса ҫунать, тути хӗрри чӗтрене-чӗтрене илнипе сӑнӗ тискеррӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫил-тӑвӑл чухне ҫеҫ тайга кашласа ларать. хӑш чухне шикленмелле тискеррӗн улама тапратать.

И только в бурю глухой шум наполняет ее, порой он переходит в угрожающий вой.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унччен питӗ кирлӗ тесе шутланӑ йӑла нӗрсӗррӗн, тискеррӗн курӑна пуҫланӑ.

Осознали чудовищность проводимого некогда обряда.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Районри начальник ятлаҫнӑ вӑхӑтра такам хӑрушла тискеррӗн кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ пире:

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ҫав самантрах леш ҫын тискеррӗн ҫухӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Тискеррӗн ҫывхараҫҫӗ танксем…

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗртӗнме выртнӑ ҫын ҫине такӑнса ӳкрӗ, лешӗ тискеррӗн ҫухӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Энтри хыҫҫӑн кунта чупса килтӗн иккен-ха!!. — тискеррӗн ҫухӑрчӗ Сантӑр пыр тӗпӗнчен тухакан сассипе.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑрҫӑ тискеррӗн сусӑрланӑ ҫак чӑлах алӑсем ҫавнашкал илем тума пултараҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавӑншӑн ӑна пуянсем тискеррӗн вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Малти урисем ҫине чӗркуҫленнӗ ӗне Караҫӑм ҫине хурлӑхлӑ шурӑ куҫӗпе ӳпкевлӗн пӑхса илсе кӗлеткине ҫӗклеме пикенчӗ, анчах кайри урисем те шуҫса кайнӑран ҫирӗпленсе тӑраймарӗ, тискеррӗн мӗкӗрсе ярса шырлана ҫаврӑнса ҫапӑнчӗ, ун ҫийӗн шыв шарласа юхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йывӑҫсем ҫаплах тискеррӗн кашлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗр кунхине ҫурҫӗрелле ҫаврӑннӑ ҫил унтан сивӗ сывлӑш каплантарса килсе виҫӗ кун хушши выҫӑ кашкӑр пек тискеррӗн уларӗ те, улмуҫҫи ҫулҫисем хӑмӑрланса пӗтӗрӗнчӗҫ, хура туратсене тӑлӑха хӑварса кӑчӑр шӑннӑ ҫӗр ҫине кӗшӗлтете-кӗшӗлтете тӑкӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Пурте хуран та тискеррӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑрушшӑн. тискеррӗн кулса ячӗ Алюнов:

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр тарӑн вар урлӑ каҫнӑ чухне хыҫалта сасартӑк шавлани, унтан такам тискеррӗн ахлатни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран хайхи тата Валтиелӗнче пысӑк вӑрҫах тухнине, таҫтан килсе тухнӑ ҫар салтаксене ҫӗнтернине, икӗ пупа тата темиҫе пуяна тискеррӗн асаплантарса вӗлернине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех