Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типсе (тĕпĕ: тип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасси темле типсе ларать.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫапла, ҫапла… паллах, — ним калама пӗлмесӗр мӑкӑртатса илет Завьялов, хӑйӗн тути типсе ларнине туйса.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ҫур ҫӗрти, шурлӑхри фронтра служить тунӑ, унта ҫулсем нихҫан та типсе ҫитмен темелле, аэродром валли типӗ те ҫирӗп вырӑн тупма та ҫӑмӑл пулман.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунта шалчасем ҫине ҫакса янӑ пулӑ тытмалли хатӗрсем типсе тӑнӑ, икӗ пулӑҫ — старикпе арҫын ача — хӑйсем валли котелокпа апат пӗҫернӗ; темле-ҫке, пӗчӗк кӑвайта ҫил те сӳнтереймен.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пырӗ те типсе ларнӑ унӑн, тек калама халлӗхе урӑх сӑмах та ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халиччен ӗнсе типсе ларнӑ ҫырмара халӗ ем-ешӗл курӑк, ҫап-ҫутӑ шыв.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем типсе ан кайччӑр тесе пӗвесем пӗвелемелле мар-ши?

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса типсе ҫитеймен куҫҫулӗ витӗр йӑл кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнпа картиш нихҫан та йӗркеллӗ типсе курмасть.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑна пула, авӑ, уйсем типсе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Кунсӑр пуҫне тата ӑш хышнӑ, пыр типсе кайнӑ, ҫӑварта та тем ҫилӗм пек ҫыпҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӑнкӑрма пек чӑмӑр та типсе хӑмӑрланнӑ сыр кӑмписем, хулӑн хупӑллӑскерсем, шӑп тӑрринчен шӑтнӑ та, ҫав шӑтӑкран ҫил вӗрнӗ май, мӑрьерен кӑшт ҫеҫ йӑсӑрланакан сӗрӗмлӗ тӗтӗм пек, хӑмӑр тусан вӗҫет.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӑш-пӗр картасем ҫинче типсе пӗтӗрӗннӗ кӑмписем те курӑнкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫак тӳпемри курӑк та типсе ҫунса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Типсе кайнӑ ҫӗр шӳнӗ те, пӗтӗм уй-хир, ҫӗрулми анисем, ҫерем — вирт кайнӑ пек е тата мунчаран тин тухнӑ ҫын типшӗнсе ларнӑ пек пӑсланса йӑсӑрланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫӗр ҫумне типсе хӑмӑрланнӑ имшеркке тӑхран пуҫӗсем лӑпчӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Умри йывӑҫ тӗмисем айӗнче шур чечеклӗ кӗпҫесем, типсе саралнӑ, хур шӑлӗ пек шӑллӑ-шӑллӑ ҫулҫӑллӑ сухӑр вӗлтренсем сулланса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫынсен пур, курӑр, ав — типсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Кӗрхи ҫӗртме сухи, юр тытни, тӑпра типсе ан кайтӑр тесе сӳрелени, унтан — культиваци, акни, калчасене сайралатни, ретсем хушшине кӑпкалатни, апатлантарни.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Ҫамрӑклах типсе каяс марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех