Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типсе (тĕпĕ: тип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сурса вӑрҫма сурчӑк та типсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ешчӗкри типсе хӑрнӑ чечексем хушшинче чакаланакан кӑсӑя пар! ҫӗкленчӗ, ҫул урлӑ вӗҫсе каҫса юманлӑхра ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Балкон карлӑкӗ ҫинче сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑя чӑлт та чӑлт сиккелесе ҫӳрет, хушшӑн-хушшӑн ешчӗксенчи типсе хӑрнӑ чечек тунисем хушшинче тем чакаланать, ҫимелли шырать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев хуларан килнӗ юлташӗн сӑмахне сӗтел хушшинче тӑп ларса канлӗн тӑнлама тӳсӗмлӗх ҫитереймерӗ, ура ҫине тӑнӑскер, пӳлӗмре каллӗ-маллӗ кумрӗ, хӗрлӗ кӗреҫе сухалне хӑйпӑтса илеслех кӑрт та карт турткаларӗ, типсе ларнӑ пыр шӑтӑкне йӗпетмелӗх тенӗ пек пӑртак сӑмакун сыпса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн амӑшӗ, упӑшки сарӑмсӑр вилнӗрен икӗ ачипе тӑлӑха юлнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, урӑх качча тухман, анчах арҫынсӑрах типсе хӑрман паллах: часах колхоз председателӗн пуҫне ҫавӑрса янӑ, унпа арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Никампа калаҫмасӑр ҫӳренипе тутасем типсе каятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫӳллӗ маччаллӑ кӑн-кӑвак таса тӳпенелле шуххӑн ярӑнса хӑпаракан хӗвелӗн йӑлтӑркка пайӑркисем ҫӗр ҫинелле кӑвар пекех пӗҫертсе сапӑнмаҫҫӗ пулин те, пӗрре ҫеҫкеленсе ешерсе лӑпланнӑ ҫутҫанталӑкӑн ҫуркуннехи пек техӗмлӗ хӗрӳлӗхӗ халь те пӗтменни сисӗнет: типсе хӑмӑрланнӑ ҫӗрулми ҫеҫкиллӗ касӑсем хушшинче иккӗмӗш ҫеҫкене ларнӑ сенкер утмӑлтуратпа шап-шурӑ салтак тӳмисем куҫа илӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унсӑрӑн эсир вилес пекех типсе хӑрӑр, ҫӗрӗк паранкӑпа тата серте-пултранпа нумаях ырӑ кураймӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Темлерех пӗр ҫулҫи типсе хӑмӑрланнӑ-мӗн те, ҫӗр ҫине вӑл кӑштӑрт ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫул айккинчи курӑк тахҫанах типсе хӑмӑрланнӑ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӗсем пулмасан кирек мӗнле хаҫат та тымарӗ хӑрнӑ йывӑҫ пекех типсе ларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Шӑнса та, типсе те вилместпӗр кӗҫӗр…

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Типсе ларнӑ чӗлхи аран-аран ҫаврӑнкалать, чӑтаймарӗ вӑл — пӗр ывӑҫ юр илсе хыпрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пырӗ типсе ҫитрӗ, кӑшкӑрсан та сас тухассӑн туйӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Типсе ҫуннӑ тутине аран хускатайрӗ Асмантей.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӗччен сурать — типсе пырать, халӑх сурать — кӳлӗ пулать, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Типсе хӑрнӑ пушӑччи вӑл!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсултан кинемей — типсе хӑрнӑ шӑчӑ пекскер — Укаслӑва пӗрре пӑхма ӑшшӑнах те кӗтсе илмерӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑллӗ ӑна кӗтсе ырнӑ ӗнтӗ: тути-ҫӑварӗ шывсӑр типсе хапаланнӑ…

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унӑн ҫӳҫӗ хӗвелпе ытлашши типсе сарӑхнӑ ыраш хӑмӑлӗ тӗслӗ, тирпейсӗр купаланӑ улӑм лавӗ пек вӗҫкелесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех