Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теприне (тĕпĕ: тепри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Отделенире вӗсем ҫумне хушма ятсем ҫыпҫӑнчӗҫ: пӗрне, Гильманова, «бухгалтер» тетчӗҫ йӗкӗтсем, теприне, Абаева, — «философ».

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Теприне, пӳрте путекне ӗмӗртме кӗртнине, тивеймен.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Аҫу сывӑ! — тет, пепкисене парне панӑн, пӗрин хыҫҫӑн теприне лӗпкисенчен чуптуса.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Теприне хамах хуҫса пӑхам-и, асатте?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Унӑн икӗ вӗҫӗ те ҫурӑм хыҫӗнче пулнӑ: пӗрне сарлака пиҫиххи айӗн янӑ, теприне хулпуҫҫи ҫине чалӑшла хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Теприне — ӑҫта-ши?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӗр кӗнекине, «Тилли юррисене», поэт 1933 — 1940 ҫулсенче, теприне, «Кун-ҫул тӳпинчен» ятлине, 1953—1957 ҫулсенче ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ыйту пӗр халӑха ырласа теприне хурлассинче мар, халӑхсене пӗрлештерекен ҫав «уйрӑмлӑхсем» ҫинчен тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кинемей пуҫне ерипен пӑрса, вӑйсӑрланнӑ куҫӗпе тӗрек шыранӑн, ачасене пӗрин хыҫҫӑн теприне пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Теприне вут хыптарма нумай ҫил кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сахал-и унта татса памалли ыйтусем: пӗрин карти-хурине хӗл лариччен юсамалла, теприне вӑрмантан вутӑ кӳме пулӑшмалла, виҫҫӗмӗшне ӑшӑ сӑмахпа йӑпатни те теме тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арӑмӗ, Манюк, аслӑрах ачисене пӗрне пӗр ҫӗре, теприне тепӗр ҫӗре чуптарать — тӑванӗсене систерсе хумалла-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр каҫ пӗр сурӑх, тепӗр каҫ теприне картана хӑваласа хупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗри теприне чӑрмантармасть пуль.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗри такама шырать, теприне шурӑ сурӑх кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр ҫырӑвне тупса ҫуркаласа тӑксан, ун вырӑнне теприне аллуна тыттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрин хыҫҫӑн теприне пуҫ урлӑ йӑта-йӑта ҫапрӗ вӑйлӑ Эрхип, анчах ҫав хушӑра темскер килсе ҫапнипе куҫӗ хуралса килчӗ те, вӑл, чӑнкӑ ҫыран ҫинчен сулӑнса, ҫырманалла кусса анса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Асту, миххе сас-чӳ тумасӑр алкум пусми ҫине ларт та теприне илме вӗҫтер!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара ҫавӑнтах матрацне хӑпартса ҫӗнӗ ҫивитти сарчӗ, теприне утиял айне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл тӳрех Костьӑна тӳпелекен ушкӑн патне пычӗ те пӗрине урапа тапса сирпӗтрӗ, теприне ҫухавинчен тытса айккинелле ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех