Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теприне (тĕпĕ: тепри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнех, пӗри лекмерӗ пулсан, теприне лектерӗпӗр! — терӗм эпӗ старике.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫак икӗ процесс пӗр-пӗринпе питӗ тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсенчен пӗри теприне хирӗҫлемест.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Пӗр чӗлхе тепӗр чӗлхене аталанма пулӑшать тени пӗри теприне хӑйӗн законӗсемпе пуянлатать тенине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

«Теприне куҫ хывман-и ку?» — тарӑхса шухӑшларӗ Герасим Федотович, вара вӑл эрнелӗх отпуск илчӗ те пин ҫухрӑмри тӑван ялне вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗрне ҫутса пӑхрӗ — печӗ, теприне тӗрӗслерӗ — каллех вӑркӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Паян пӗрне, ыран теприне тиркесе лӗпӗш пек вӗлтӗртетсе ҫӳрерӗ те юлашкинчен путсӗр ҫын ытамне ҫакланчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗрремӗш упӑшка мана хӑй пӑрахрӗ, туй хыҫҫӑн пӗр ҫултанах теприне тупрӗ те мана пӗр ачапа тӑратса хӑварса Ҫӗпӗре тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫырӑвӗсем иккӗшӗ те ятсӑр: пӗрне — арҫын, теприне хӗрарӑм ҫырнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Эпир туянман пулсан теприне сутатчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Чӑнах! — хыпӑнарах каларӗ вӑл, паспорт страницисене пӗрин хыҫҫӑн теприне хӑвӑрт-хӑвӑрт уҫса пӑхсан.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Хӗвел анса ларнӑ тӗле вӑл малалла мӗнле ӗҫсем пуҫласа ямаллине, ӑҫталла каймаллине шухӑшласа йӗркелерӗ, ҫарпуҫӗсене хушусем пама тытӑнчӗ: пӗрне пысӑках мар ушкӑнпа ҫурҫӗрелле кайса, Урал енне тухма тӑрӑшакансене пухма хушрӗ, теприне Чархула тӗлӗнчен каҫнӑ пӑлхавҫӑсене хӑй патне ертсе килме, виҫҫӗмӗшне каялла Атӑл хӗрринелле сыхлануллӑн кӑна кайса ҫаврӑнма каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пире капла пӗрин хыҫҫӑн теприне пере-пере пӗтереҫҫӗ! — кӑшкӑрса ячӗ хӑшместӗр.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах та пӗр-пӗринчен уйрӑлса кайсан, пӗри теприне пулӑшма пӑрахсан, сире кашниех, салтнӑ шӑпӑр хуллисене хуҫнӑ пек, усал сунакансем хур кӳрӗҫ, мӑшкӑл кӑтартӗҫ, инкеклӗ тӑвӗҫ!»

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачавӑн ҫӗнӗ указне илтсессӗн вӗсенчен пӗри теприне аякӗнчен кӑлт тӗкрӗ:

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Теприне шӗвӗр вӗҫлине, ун ҫине тӑрӑнтарса лартрӗҫ те вӗренпе ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешсем вара, ҫакӑнпа усӑ курса, пӑшалӗсемпе переҫҫӗ те переҫҫӗ, пӑлхавҫӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне вӗлерсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслӑ хӗрне Эпрахиле ҫынсем Валтиел патне пытарнӑ, теприне тепӗр ял хирне, виҫҫӗмӗшне тата урӑх ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла пӗрне вӑл ҫинӗ чухне ӑнсӑртран икӗ салма харӑс ӑсса илнӗшӗн, теприне тахҫан ача чухне пыл юратнӑшӑн пӑрахӑҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрне, теприне хуҫа авӑрттарать кӑна, ҫӗр ҫӑтса антартӑрах ҫав.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таҫтан икӗ хӗрарӑм кӑпӑкланса тӑракан сӑраллӑ икӗ туслӑх алтӑрӗ йӑтса килчӗҫ, пӗрне Пӑкачава, теприне ватӑ килхуҫине тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех