Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теприне (тĕпĕ: тепри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешсем вара, ҫакӑнпа усӑ курса, пӑшалӗсемпе переҫҫӗ те переҫҫӗ, пӑлхавҫӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне вӗлерсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслӑ хӗрне Эпрахиле ҫынсем Валтиел патне пытарнӑ, теприне тепӗр ял хирне, виҫҫӗмӗшне тата урӑх ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла пӗрне вӑл ҫинӗ чухне ӑнсӑртран икӗ салма харӑс ӑсса илнӗшӗн, теприне тахҫан ача чухне пыл юратнӑшӑн пӑрахӑҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрне, теприне хуҫа авӑрттарать кӑна, ҫӗр ҫӑтса антартӑрах ҫав.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таҫтан икӗ хӗрарӑм кӑпӑкланса тӑракан сӑраллӑ икӗ туслӑх алтӑрӗ йӑтса килчӗҫ, пӗрне Пӑкачава, теприне ватӑ килхуҫине тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӳлӗхҫӗ кашнине мӗн кирлине пӗлсе парать — пӗрне арҫын тӑвать, теприне — хӗрупраҫ».

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах тепӗр арҫын ача анкарӗпе кашкӑра сулахай кӑкӑрӗнчен ҫапрӗ, лешӗ вара малтанхи ачан аллине вӗҫертрӗ те теприне уринчен хыпрӗ, анчах ун ҫӑварӗ хупӑнса та ӗлкӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ те, Егоров та ҫаксене шӗкӗлчеме тытӑнтӑмӑр, пӗрин хыҫҫӑн теприне персе ӳкеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Кирук васкаса шыв хӗрне тухрӗ, амӑшӗ ҫӗклесе тӑракан котелока пӗр пулӑ хыҫҫӑн теприне ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫимелли таврашне икӗ хура сумка тултарчӗ, пӗрне хӑйне ҫӗклеме, теприне — Кирука валли.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Теприне тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.

Другой пешеход в помощи врачей не нуждался.

Канашра икӗ ҫынна машина ҫапса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34629.html

Службӑна малалла тӑснӑ май Олег Краснов пӗр командировка хыҫҫӑн теприне кайнӑ: Чечня, Ингушети, Кабарда-Балкар, Дагестан, Сири…

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Пурте медицина сестрин тимлӗхне кӗтнӗ - хӑшне ачашламалла, теприне тимлӗн итлемелле, виҫҫӗмӗшне хӗрхенмелле.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Пӗр пӗрчине хӗрлӗ пӗветет, теприне симӗс, теприне тӑрӑ шыв пек ҫиҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл ҫӳлте чух ҫӗртен теприне илсе ӗлкӗрмелле.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӗркури пӗр пирусне алхапӑл сылтӑм хӑлхи хушшине хӗстерчӗ, теприне ҫӑварне хыпрӗ те кӳкӗрт вучӗпе тивертсе ячӗ, вара ӗмӗтсӗррӗн, татти-сыпписӗр, тӗтӗмне ӑша ямасӑр тӗтӗрлентерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

«Пакунсӑр милиционер» ӳсен-тӑран таптаннӑ, лӳчӗркеннӗ вырӑна хатӑррӑн таплаттарса ҫитсе тӑчӗ, таптанчӑка чылайччен, тӗпчевлӗн, апла та капла шӑршларӗ, чх-х-х! пх-х-х! тпрух-х-х-х! сунаслакаласа илчӗ, вара, талӑрса, хӑрах мӑйракипе вирлӗн, ша-а-ак! ҫапса, эрех пулштухне, унтан спирт флаконне йӑвантарса ӳкерчӗ, малти урисемпе каса-каса, стакансене пӗрин хыҫҫӑн теприне мӑйӑрласа аяккалла кустара-кустара ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пурис ҫак ҫулҫӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӑварӗ патне туртса ҫывхартрӗ те вӗсем ҫинчи пур-ҫук ҫумӑр шывне ӗмӗтсӗррӗн, чыхлана-чыхлана ҫуллама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку кӑмпине, пӑтӑлантарса, «ланкашкана сиктерчӗ» кӑна — теприне ҫӗҫӗ вӗҫӗпе тирсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унтан вӑл йывӑҫ-тӗмӗсемпе «суккӑр такалла выляма» пуҫларӗ: пӗрне пырса тӗкӗнчӗ, теприне пырса тӑрӑнчӗ, пӗрин тураттине пусаркаларӗ, тепринне аялалла турткалама тӑрмашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех