Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теодолитпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн Берлин урамӗсем тӑрӑх теодолитпа ҫӳремелле.

Нам надо тянуть теодолитный ход по берлинским улицам.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Саша, Володя тата Шукурбек теодолитпа ҫул юппине каялла таврӑннӑ ҫӗре эп вӑрман хӗррине, вилтӑпринчен кӑшт сулахаярах, ҫитсе тӑтӑм.

Пока Саша, Володя и Шукурбек возвращались с теодолитом к развилке, я уже был на опушке, чуть левее могилы.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ирхине эпир теодолитпа виҫеве тухрӑмӑр.

Наутро мы тянули теодолитный ход.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир малти лини таврашӗнчех теодолитпа ҫӳретпӗр, анчах нимӗҫсем ҫине пырса тӑрӑнсанах, хамӑр инструментсене пуҫтарса, урӑх ҫӗре куҫатпӑр.

Мы тянули теодолитные ходы вблизи передовой, но, как только напарывались на немцев, сматывали удочки и перебирались на соседний участок.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тем тесен те, вӑл теодолитпа ӗҫлессинчен е, вычислитель пулса, Бардис таблиципе аппаланнинчен темиҫе хут лайӑхрах.

Уж, во всяком случае, это куда лучше, чем работать на теодолите или быть вычислителем — возиться все время с таблицами Брадиса.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пирӗн теодолитпа виҫмелле, тӑшман тупписен ялтӑравне стереотрубапа тытмалла, нимӗҫ батарейисен кӗрлевне сасӑ тӑрӑх ҫырса илмелле, оборона линийӗн вырнаҫӑвне ӳкерсе памалла.

Мы будем тянуть теодолитные ходы и ловить в стереотрубы вспышки орудий противника, записывать по звуку огонь немецких батарей и фотографировать линии расположения немецкой обороны.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Майӗпен вара ҫак евӗрлӗхсем хӑйсемех ят илтиччен — илтменни, черетсӗр наряда лекиччен — лекменни, командирпа тавлашниччен — тавлашманни, гауптвахтӑра «хӗртӗнсе» лариччен класри кичем вӗренӳре ларни е теодолитпа вӑрман тӑрӑх ҫӳрени лайӑхраххине туйса илчӗҫ…

Со временем индивидуальности стали понимать, что иметь замечания хуже, чем их не иметь, а не получать наряды вне очереди лучше, чем их получать, что спорить с командиром глупо и что лучше сидеть на скучных занятиях в классе или прокладывать теодолитный ход в местных лесах, чем загорать на «губе»…

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех