Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тени (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ларатӑн-им? — тени илтӗнчӗ сасартӑк.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Мяу-у-ук! — тени кӑна илтӗнсе тӑрать пӗр хушӑ.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ачаран ҫын пуличчен урӑх ҫынна «паллама», унпа туслашма пӗлмелле иккен, мӗншӗн тесен тӑшман тени, куршанак евӗр, хӑех тупӑнать те ҫыпҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Апла пулсан, фармацевтсем эмелҫӗсем, эмел хатӗрлекенсем е сутакансем тени пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

«Вутпа унашкал туссене шыраса тупаймӑн» тени вӑл - пирӗн юратнӑ йытӑ ҫинчен каланӑ сӑмах, ӑна Шарик тесе чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкари ял библиотеки "Пирӗн ҫемье юратушки" акцие хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766596

Тӗрӗслевре Тени шкулӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр пулни палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Тени шкулӗнче светильниксем вырӑннӑн-вырӑннӑн улӑштарнӑ, столовӑй чӳречисене жалюзи илсе ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Ятарлӑ тӗрӗслев комиссийӗ ҫак кунсенче Вутлан, Юнтапа, Тени шкулӗсене те ҫитсе курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Ҫавӑн пекех кӑҫал Элӗк, Крымсарайкка, Питӗшкасси, Ураскилт, Тени, Чӑваш Сурӑм, Шӗмшеш ял тӑрӑхӗ- сенче те ҫулсене юсаса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Левен трубкӑна хума шутлать кӑна: — Алло! — тени илтӗнет васкавлӑн.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӳҫӗ вӑрӑм чух Гарри Стопкинра, Христосра, Левене вӑрманта чиксе пӑрахма пултарнӑ шаймӑкра, ҫын сӑнӗ пур пекчӗ, халӗ вӑл, шаклаланса кайнӑ ҫӑхан евӗр, вӑрманҫа шутсӑр кураймасӑр пӑхса ларать: «Смотри, мраҫ-ҫ!.. Пуҫна касса хӑҫан та пулин каска пуканӗ тӑватпӑрах санне!..» тени янӑраса каять вара Левен хӑлхинче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Этем тени килет те каять, ун сӑмаххи, вӑрӑран шӑтса тухнӑ йывӑҫ пек, ҫын чунӗнче хӑйӗн тымарне ярать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сталпӑть, телей тени сан, кӑвапу пек, ялан ҫумӑнта пулас.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫав епрешӳре: «Халӗ эп — сан алӑри чӑх: тыт, пӑчӑрта, тӗкне тат», — тени сӑмахпа каланинчен те хытӑ сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тавӑрупа каҫару тени пулас ку пӗр ҫӗрлех.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лайӑх пӑх: кӗрепле мар вӑл, ва-лаш-ка! — ҫивӗчленсе кайнӑ чӗлхепе сӑмахсене пит хастар вартать арӑм тени.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Картунти хапха умне пырса тӑнӑ пӑру вӑрӑммӑн: «Му-ук», — тени сирсе ярать вӑрманҫӑн хӑрушӑ ыйхине.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Сирӗн ывӑл, — тени илтӗнет ҫумрах.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Каҫхине ушкӑнпа уҫӑлма тухса, ушкӑнпа юрланӑ хыҫҫӑн салтаксем казармӑна кӗреҫҫӗ те: — Отбой! — тени илтӗнет Шевченко старшинан сасси.

Куҫарса пулӑш

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аран-аран сӗвӗрӗлсе каять пӑтӑрмах тени, Ваҫук тинех ҫӑмӑллӑн сывласа ярать.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех