Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тени (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ачамккай» тени кулӑшла илтӗнчӗ, мӗншӗн тесен Ҫимунӗ лутра та пысӑк кӑкӑрлӑ Сӑпани умӗнче улӑп пек тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ял кулакӗ, эсӗ кунта мӗн сӑлтавпа килнине пӗлетпӗр», — тени халӗ те хӑлхара хӑрушшӑн янӑраса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юхин халапӗсенчен «урӑхла майлӑ укҫа тупма ҫук» тени ҫеҫ ҫамрӑк барон хӑлхине кӗрсе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурнӑҫ тени теме те улӑштарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сан тав курки тени ытла хаяр та йӳҫӗ, Степан Иванович, — шӳтлерӗ Матӗрне.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑвашсен йӑлипе, ку тав курки тени пулать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтсе илни тата уншӑн пӑшӑрханаҫҫӗ тени Ҫтаппан чӗрине ӑшшӑн пырса тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пушар тени вара тӗппипе тасатса каять те хресчене ним-сӗр тӑратса хӑварать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑхӑт ытла та ир, халӑх вилнӗ пекех ҫывӑрнӑ тӗл пулсан та, пушар тухнӑ тени вӗсене тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа урама хӑваласа кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Эсӗ маншӑн чи ҫывӑх тӑван пекех» тени ун хӑлхине кӗсле сасси евӗр янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Полици тени кама ан хӑраттӑр!

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ани тени, ман хута кӗрес вырӑнне, вӗслетсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Выҫлӑх тени ют аннерен те хаяртарах.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эккей, пурнӑҫ тени мӗнле килсе тухрӗ».

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ав, мӗнле хӗрарӑм иккен Анук тени?

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмах тени ӗҫпе хуплаштарсан ҫеҫ витӗмлӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Акӑ мӗн, Василь Ваныч, — сӑмах пуҫарчӗ леш крючникех, анчах халь Василь Ваныч тени ырӑ суннӑн илтӗнчӗ, — чӗрӗ те сывӑ чухне ху ҫулупах уттар-ха!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, пурнӑҫ тени мӗншӗн кунашкал-ха?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унра авантюризм тени туллиехчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пирӗншӗн тӗн тени ниме тӑман, кирлӗ мар ӗненӳ пулнӑ, анчах анне пире, ачисене, яланах: «Сире шкулта тем те калама пултараҫҫӗ, анчах эсир Турӑ ҫинчен нихӑҫан та, никампа та, нимӗн те калаҫса ан ҫӳрӗр», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех