Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темешкӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виктор Сидорович хӑйӗн пиллӗкмӗш ретӗнче ларать — питӗ лӑпкӑ ларать темешкӗн ҫук ӑна, ҫапах та.

Виктор Сидорович сидел в своем пятом ряду — не сказать, чтобы уж очень спокойный, но все же.

Председатель юлташ // .

3. Ҫак Г. летчиках ҫав майпа доклад тӑвасшӑн хӗрӗнет, хӑйӗн элекне наукӑн пысӑк ҫитӗнӗвӗ темешкӗн те хӑять пулмалла.

3. Что этот летчик Г. собирается даже выступить с соответствующим докладом, считая, очевидно, свою клевету крупным научным достижением.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // .

Ҫӳрессе те ҫывӑрнӑ пек ҫӳрекен пулчӗ, ыйӑхран вӑрансан та ак ҫакна пӗлтермешкӗн ҫеҫ: «Тлакскаланцӑсем пархатарлӑ ҫул суннӑ хыҫҫӑн, Кортес тухса кайрӗ те тата темиҫе кунтан инксен йышлӑ халӑхлӑ столицине пырса кӗчӗ», темешкӗн ҫеҫ вӑранать тейӗн ҫав.

Она ходила какая-то сонная и просыпалась, кажется, только для того, чтобы сообщить, что «сопровождаемый добрыми пожеланиями тлакскаланцев, Кортес выступил в поход и через несколько дней вступил в многолюдную столицу инков».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Тӗслӗхрен: «Пурне те тӳлевсӗр хваттерсем памалла», «Пенси укҫин виҫине виҫӗ хут ӳстермелле», — темешкӗн.

Например такие: "Всем предоставить бесплатные квартиры", "Повысить размер пенсии в три раза".

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

8-9. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ырӑ вӑхӑтра илтрӗм Сана, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче пулӑшрӑм Сана; Эпӗ Сана упрӑп, ҫӗре ҫӗнӗрен ҫӗнетмешкӗн, пушанса юлнӑ еткере еткерҫӗсене тавӑрса памашкӑн, хупса лартнисене: «тухӑр» темешкӗн, сӗмлӗхрисене: «курӑнӑр» темешкӗн халӑхшӑн халал тӑвӑп Сана.

8. Так говорит Господь: во время благоприятное Я услышал Тебя, и в день спасения помог Тебе; и Я буду охранять Тебя, и сделаю Тебя заветом народа, чтобы восстановить землю, чтобы возвратить наследникам наследия опустошенные, 9. сказать узникам: «выходите», и тем, которые во тьме: «покажитесь».

Ис 49 // .

Халлӗхе вара Шупашкар влаҫӗсем нарӑс пуҫламӑшӗнчен тытӑнса уйӑх ытларах тапхӑрта тӗп хулари ҫулсен 2,6 пин тӑваткал метрпа танлашакан лаптӑкне шӑратнӑ асфальтпа саплани пирки хӑпартланса пӗлтерни ҫулсен юсавлӑхӗпе ҫыхӑннӑ чӑн лару-тӑрӑва сӑнлать темешкӗн ниепле те чӗлхе ҫаврӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех