Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачаш ҫын, пӗрмаях тӑраниччен ҫиейменнипе ҫурри чирлӗскер, ҫине тӑрсах ҫирӗп чӑнлӑх шыранипе ывӑнса ҫитнӗскер, вӑл кӗнеке вуланисӗр пуҫне нимӗнле савӑнӑҫ та пӗлмен, икӗ вӑйлӑ ӑсӑн хирӗҫӗвӗсене хӑй килӗштернӗ пек туйӑнсан, унӑн кӑмӑллӑ тӗксӗм куҫӗсем телейлӗн кулатчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унӑн тӗттӗм шӑтӑксене путса ларнӑ куҫӗсенче хӑйне никамран чаплӑн шутланипе телейлӗн савӑнакан маниакӑн мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫутӑлса тӑратчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Каҫхине ҫывӑрнӑ чухне те вӑл, куҫне уҫса пӑхса, кӑкӑрӗ ҫинчи медале аллисемпе хыпашласа пӑхать, унтан вара телейлӗн те савӑнӑҫлӑн ҫывӑрса каять.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Анчах вӑл урӑххине — Алексей Михайловича унӑн пӗчӗкҫӗ кӗлетки, унӑн майӗ ҫинчи шурӑрах ҫӳҫӗн пайӑрки, хыткан хул калаккисем, хӑраса е телейлӗн те хавхаланса тапакан чӗри ун чухне епле кирлӗ пулнине — Лёня пӗлмест.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Люба та савӑнӑҫлӑн, телейлӗн кулса илнӗ, стакана тытса, тӑрӑшуллӑн ҫӑва пуҫланӑ.Люба тоже улыбнулась радостно и счастливо, схватила стакан и начала усердно мыть его.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Паллах, ку ула шӑтӑкӗнчен пӑртакран Шупашкара тухса вӗҫтерес темесессӗн ху? — йӗкӗт ытамӗнче телейлӗн йӑшӑлтатса илчӗ Христина, пуҫне чалӑштарса Андрее питӗнчен чеен тинкерчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Савӑннипе ку, Андрюшенька, савӑннипе, — йӗкӗт тутине сӗртӗне-сӗртӗне телейлӗн пӑшӑлтатрӗ хӗр тути.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Фома, унӑн сассине илтсен, телейлӗн кулса янӑ, ӑна аллисем ҫине ҫӗкленӗ, унтан хӑвӑрттӑн, чупнӑ пекех, сулӑсем тӑрӑх ҫыран хӗрринелле васкаса утнӑ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ытах та, хӑй тӗллӗнех тытса тунӑ ӗҫӗнче ӑнӑҫлӑх курсан, ку тӗлӗшпе ашшӗ ырласа кулнине тивӗҫлӗ пулсан, вара вӑл хӑйне телейлӗн, мӑнаҫлӑн туйнӑ…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пухуран киле вӑл хавасланса, тем пек телейлӗн савӑнса таврӑнчӗ, пуринчен малтан вӑл пире хӑйӗн комсомол билетне кӑтартрӗ.
Комсомолец // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Хӑйӗн кимми ҫине телейлӗн те хаваслӑн кӗрсе ларса, вӑл кӗсменсене ярса тытрӗ.
Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Лавккаран эпир телейлӗн тухрӑмӑр.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Вӑлтапа!.. — телейлӗн Костя.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Унӑн сӑнӗ телейлӗн курӑнать.
Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пӗр минут хушши ӑна ытараймасӑр пӑхса тӑратӑн та, унтан телейлӗн ун йӗри-тавра чупса ҫавӑрӑнатӑн, ыра ҫӗр ҫинчи ҫемҫе курӑксем ҫумне кашни хут ура пырса сӗртӗнни те лӑпкӑн савӑнтарать.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл, хӑй ҫӑлӑннине шанса, телейлӗн кула-кула вӗҫрӗ.А он все летел и летел, уверенный, что спасся, и громко, торжествующе смеясь.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл телейлӗн вӗҫленекен юрӑсене юратать».
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мана асӑрхасан, «куратӑн-и, лайӑх вӗт?» тенӗн, ман еннелле хаваслӑн пуҫне сулчӗ, вара мана каллех унӑн куҫӗсем телейлӗн йӑлтӑрани шалт тӗлӗнтерчӗ, ҫакна эпӗ ирхинех асӑрханӑччӗ ӗнтӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
1934 ҫулхи ҫулла пирӗн пурнӑҫ пӗтӗм вӑйпа, телейлӗн чупнӑ пек, тӳсӗмсӗр, никам чарса лартмалла мар малалла ыткӑнса пынӑ пекчӗ.
64 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл та улшӑннӑ, унӑн сӑнӗ те ҫуталнӑ, телейлӗн курӑнать.То же произошло и с ним: тень сошла с его лица, оно откровенно счастливое.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.