Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

телейлӗн сăмах пирĕн базăра пур.
телейлӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир арӑмпа хамӑр ялтах пурӑнатпӑр, — терӗ Сергей, телейлӗн кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ унӑн ҫав самантра ҫав тери телейлӗн пӑхакан куҫӗсене асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ӗнерпе виҫӗмкун ҫеҫ телейлӗн ешерсе ларнӑ хула тӗтӗмпе мӑкӑрланнине, ҫӗмрӗк вӗлле пек айӑн-ҫийӗн пӑтраннине ӗненме йывӑр.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арӑмӗ ывӑл ача ҫуратнине пӗлсен, савӑннипе вӑл ниҫта кайса кӗре пӗлмерӗ, хайне калама ҫук телейлӗн туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакӑ, туйса илчӗ Ваҫиле, пачах та Ванюшпа пӗрле шӑп тӑни, чӗре телейлӗн сиккелени мар, урӑх, шалта нимех те хускатайман, сӳрӗклӗхлӗ, ҫаврӑнӑҫусӑр самант.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Васса вӑш-ваш кӑна, калама ҫук телейлӗн ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Якур Вассана паҫӑр Магдале ҫӗкленӗ пекех ҫӗклерӗ те ҫулҫӑсен ҫӳллӗ купи патне хавассӑн, тӗлӗкри пек телейлӗн йӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗрсем ӑшшӑн кулни, телейлӗн калаҫни ытларах илтӗнекен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Яланах хаваслӑн, телейлӗн, тунсӑхлӑн кашлаччӑр эс лартнӑ йывӑҫсем.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Темле ыррӑн, телейлӗн туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Киле таврӑннӑ вӑл. Ҫывӑрма выртнӑ ӗнтӗ», — телейлӗн шухӑшларӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Астумастӑп… — терӗ Славик, телейлӗн йӑлкӑшса.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Георги вара, куҫӗнчен ҫеҫ сисӗнмелле кулӑпа телейлӗн ҫуталса, вӑтанса кайнӑ хӗре хулӗнчен тытать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тахҫан Бианка пӗрле савӑнӑҫлӑн, телейлӗн чупса пынӑ ҫулпа пӗр-пӗччен утма питех те кичеммӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Калаҫать-калаҫать те, кӑпӑшка тутине ҫыртса, ҫавӑнӑҫлӑн, телейлӗн кулкаласа, йӗкӗт куҫӗнчен пӑхать.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсем никам ачи те мар, шӑпах Ҫтаппан ачисем пулни пушшех те савӑнтарчӗ мана, паян хирте Володьӑпа Надьӑна курнишӗн, унтан вара, халь, Володьӑпа Надя Ҫтаппан ачисем пулнине пӗлнишӗн хама хам питӗ те телейлӗн туйрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сирӗн, писательсен, кӗнекисем кӑна ҫавӑн пек телейлӗн вӗҫленеҫҫӗ, чӑн пурнӑҫра урӑхларах йӗрке.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурнӑҫ пӗрре кӑна, ӑна телейлӗн пурӑнас килет.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336

Упа та пурнӑҫне телейлӗн пурӑнса ирттерме ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каллех, миҫемӗш хут ӗнтӗ, Укаслу хӑй патька-патша умӗнче тӑнине, ун ҫине Алюнов пӑлханса, кайран вара телейлӗн пӑхнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех