Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татнӑ (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн вӑрӑм мӑйӗ ҫеҫ ҫӳлелле каҫӑрӑлса тӑрать, хӑй тайкаланать, унтан каллех тӳрӗ тӑрать, пысӑк вӗрен евӗрлӗ авкаланса хумсем ҫине пырса ҫапӑнать, касса татнӑ ӑман пекех явкаланать.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // .

Эпир тӗмӗн пысӑкӑш тӗксӗм чулсем ҫинче утса пыратпӑр: вӑл чулсем сивӗнсе хытнӑ чухне ултӑ кӗтеслӗ призма пек пулса ларнӑ, инҫерех темӗн чухлӗ касса татнӑ конуссем евӗрлӗ, ӗлӗк тахҫанах вут ҫирпӗтсе кӑларса тӑнӑ вулкан пырӗсем пулнӑ тусем курӑнса тӑраҫҫӗ.

Мы ступали по скалам серого базальта, которые при охлаждении приняли форму призм с шестигранными основаниями, вдали виднелись во множестве усеченные конусы, некогда бывшие жерлами огнедышащих гор.

XV сыпӑк // .

Апла пулсан, Воропаевӑн тӑван корпусӗ те Дунай урлӑ каҫасшӑн ҫапӑҫнӑ, оборонӑна татнӑ чух малтисен ретӗнче пулнӑ пулӗ; апла пулсан, Горева та хӑйӗн госпиталӗпе ҫавӑнтах пулӗ.

Следовательно, и родной корпус Воропаева сражался за переправу: через Дунай и, наверно, был в числе первых, прорвавших оборону, а следовательно, там же и Горева со своим госпиталем.

Пӗрремӗш сыпӑк // .

Верховнӑй Главнокомандующин приказӗ тӑрӑх шутласан, иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗш кунӗнче Украинӑри 3-мӗш фронтӑн — унӑн тӑван фрончӗн — ҫарӗсем таҫта Дунай ҫыранӗсен хӗвеланӑҫ енче тӑшманӑн оборонине татнӑ.

29-го числа прошлого месяца, судя по приказу Верховного Главнокомандующего, войска 3-го Украинского — его родного фронта — прорвали оборону противника где-то на западном берегу Дуная.

Пӗрремӗш сыпӑк // .

Ӗлӗк дачӑсем пулнӑ ҫӗрте тӗкӗсене татнӑ ҫамрӑк автансем пек ҫаралса юлнӑ тирексем, пушар пулнӑ вырӑн тавра тытса тухнӑ тимӗр карта курӑнса тӑрать.

Несколько тополей, ободранных, как молодые петухи, да железная ограда вокруг пожарища торчали на том же месте, где были когда-то дачи.

Пӗрремӗш сыпӑк // .

Вӑл куҫӗпе кулса сӑмахларӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хӑйӗн сӑмахне ҫип ҫыртса татнӑ евӗр каларӗ.

Она говорила с усмешкой в глазах и порой точно вдруг перекусывала свою речь, как нитку.

XVIII // .

Унӑн арамӗ тӗттӗмре кӑмака ҫумне таянса тӑчӗ, амӑшӗ ҫине вӑл куҫ илмесӗр пӑхрӗ, амӑшӗ хӑй те вӑхӑтран вӑхӑта унӑн ҫаврака, тӳрӗ сӑмсаллӑ, касса татнӑ пек кӗске янахлӑ хурарах сӑн-питне сӑнарӗ.

Жена его прислонилась у печи в сумраке, мать чувствовала ее неотрывный взгляд и порою сама смотрела в лицо ей — овальное, смуглое, с прямым носом и круто обрезанным подбородком.

XVII // .

Проводсене касса татнӑ, кампа та пулин ҫыхӑнма та нимӗнле май та ҫук.

Провода перерезаны, нет никакой возможности связаться с кем-нибудь.

IX // .

— Провода касса татнӑ, мерзавецсем.

— Перерезали провод, мерзавцы!

IX // .

— Унӑн урине персе татнӑ, ҫӗҫӗпе татнӑ пекех…

— Ногу ему прострелили, как ножом отрезана…

IX // .

Ӑна темскер вӑратнӑ, унӑн ыйхине сасартӑк такам татнӑ.

Что-то ее разбудило, что-то внезапно прервало ее сон.

IX // .

Кун пек сыхласан, пире пӗрерӗн пусса пӗтереҫҫӗ, пуҫсене, ҫерҫи пуҫӗсене татнӑ пек, тата-тата илеҫҫӗ…

При такой охране нас могут вырезать по одному, поотрывать головы, как воробьям…

II // .

Вӗсем унта карта пралукне касса татнӑ, стена патне упаленсе пырса минӑна вырнаҫтарса хунӑ…

Они перерезали там проволоку, подползли к стенке, заложили мину…

6 // .

Пӗтӗмӗшпе илсен, ку ӗҫ ӑна ҫапла пулса тухнӑн туйӑнчӗ: январӗн иккӗмӗшӗ ыран тенӗ чухне ҫӗрле заключённӑйсенчен темиҫе ҫын: Петров, Лепукалн латыш тата Виртахов, Яков Козырев ертсе пынипе, вӑйлӑ ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче йӗплӗ пралука касса татнӑ та, лагерьтен тухса тарнӑ.

В общих чертах оно представлялось ему так: в ночь на второе января несколько заключенных — Петров, латыш Лепукалн, Виртахов, во главе с Яковом Козыревым, — воспользовались сильной метелью, перерезали колючую проволоку и скрылись.

7 // .

Линие татнӑ, военком юлташ…

Линия прервана, товарищ военком…

7 // .

Ҫырлине татнӑ пӗр-пӗччен пилеш ҫилпе силленсе ларать.

Одинокая рябина с оборванными ягодами вздрагивала на ветру.

4. «Калта» // .

Вӑл туйине сулкаласа пынӑ, тарӑхнипе ҫул хӗрринчи тӗмӗсем ҫинчи ҫулҫӑсене ҫапса татнӑ.

Он шел, размахивая тросточкой, и в досаде сбивал листья с придорожных кустов.

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // .

Ав, Томскри семинаринче икӗ уйӑх каярах пӗр ачана кӑларса яма тӑнӑ та, ачасем унта пӗтӗм кантӑкӗсене ҫӗмӗрсе тухнӑ, проводсене касса татнӑ, инспекторне хӑйне те тытса хӗненӗ, теҫҫӗ.

Вон в Томской семинарии два месяца назад хотели одного парня исключить, так там ребята все стекла выбили, провода перерезали и самого инспектора, говорят, поколотили.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // .

Ҫынсене хӗрхеннӗ, татнӑ чечексене хӗрхеннӗ, выльӑх-чӗрлӗхсене хӗрхеннӗ.

Жалела людей, жалела сорванные цветы, жалела животных.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // .

Хӗрача йӗрсе янӑ та аллисене тунката ҫине хунӑ, ашшӗ вӗсене чавса таран касса татнӑ, унтан лашине ҫавӑрса каялла тӗрлеттернӗ.

Заплакала девочка, положила руки на пень, отсек топором отец ей руки по локоть, сел на лошадь да и ускакал.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех