Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татнӑ (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питӗ тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ салтак чуна пырса тивмелле хурлӑхлӑ сасӑпа сӑпкари ача пек макӑрать: унӑн икӗ урине те чӗркуҫҫи таранах татнӑ иккен…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унпа сӑмах татнӑ та…

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Анукпа Кӗтерук пӗр-пӗринпе кумаллӑ пуласси пирки хӗр чухнех сӑмах татнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патша хушнипе унӑн пуҫне касса татнӑ, тет…

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вара ун пурнӑҫне татнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Татнӑ ӳсентӑрана, ҫавӑн пекех ҫиелти тумтире ҫурта е пӳлӗме илсе кӗмелле мар – вӗсем ҫинче сӑвӑссем пулма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Пирӗн кунта нимӗнле хӳтлӗх те ҫук, — хӑйӗн юлашкинчен татнӑ шухӑшне пӗлтерчӗ Сахар.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑнах та, ватӑ юман пек тӑн-тӑн шур сухаллӑ старик вӗсене, хӑнана килнӗ мӑнукӗсене, шултра пӗренесенчен мӑкласа лартнӑ пӳртре сӗтел хушшине лартсах хура ҫӑкӑрпа караслӑ пыл ҫитернӗччӗ, тин татнӑ кӑмпа та ӑшаласа панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗҫленӗшӗн хыр турачӗсене тата виҫӗ мунча пурилӗх пӗренерен татнӑ йывӑҫ тӑррисене панӑ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ҫулсеренех ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ҫӗршер те пиншер ҫынсен пурнӑҫне татнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куратӑн пулӗ, патшалӑх умӗнчи парӑмсене парса татнӑ чылай ҫемьесем, ытлашши тыррине сутса, хуҫалӑхра кирлӗ таварсем туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Яшминчи вӑтам хресченсем, патшалӑх умӗнчи парӑма парса татнӑ хыҫҫӑн, ытлашши тыррине сутма Атӑл ҫинчи Теччӗ хулине тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр ҫулӗнче ҫапла паллӑ купӑсҫӑ Элӳҫӗн хӗрӗ Арланкасси йӗкӗтне качча тухма сӑмах татнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗринне кашкӑр сылтӑм хӑлхине ҫурри таран ҫыртса татнӑ, теприн ӗнси патӗнчен юн юхать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫар парӑмне чыслӑн татнӑ пирӗн ентеш - ҫавӑнпах чаҫ ертӳлӗхӗ енчен пӗрре мар хавхалантарӑва тивӗҫнӗ, Хисеп паллисемпе те наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Эпир санӑнне мӑйна касса татӑпӑр, эсир Кӑкшамарта Али-Акрамӑнне касса татнӑ пек…

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑвапуна та хамах татнӑ, ятна та эпех хунӑ…

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тивӗҫлипе эпӗ ак ҫакӑнпа мекӗрленсе ӗҫлесе татнӑ! — курпунне кӑларса, ҫурӑмне ҫапса кӑтартрӗ Аттеней.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах уншӑн эрни-эрнипе выҫлӑ-тутлӑ пурӑннӑ-ҫке Иливан, ҫумӑр айӗнче исленнӗ, сивӗре шӑннӑ, ҫывӑрас ыйхине татнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Э-э, тусӑмсем, Мускава илсе кайрӗҫ пулсан пӗлсех тӑр — секим башка, — Камай аллипе мӑйне сӑтӑрса пуҫне касса татнӑ пек туса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех