Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татать (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫ ҫыннин шӑнӑрӗсене касса татать ку влаҫ.

Хозяйственному человеку эта власть жилы режет.

XIX // .

Кӑҫал пирӗн «Светлый путь» государствӑна парса татать, тесе шухӑшларӑмӑр, каллех пулмарӗ.

Думали — теперь наш «Светлый путь» рассчитается с государством, а вышло опять не так.

X сыпӑк // .

Ҫемен чи ҫӳллӗ чие йывӑҫӗ ҫине хӑпарса кайнӑ та, ҫулҫӑсем ӑшне пытанса, пиҫсе ҫитнӗ шултра ҫырласене татать.

Взобравшись на самую высокую черешню, он рвал крупные спелые ягоды.

II сыпӑк // .

Сергей ҫаплах чечек татать, сулахай аллипе чечек ҫыххине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытнӑ хӑй, мӑкӑнь чечекӗсем ытти чечексенчен ҫӳлерех тухса кайнӑ, Ылттӑн Ҫӑлтӑр хӗрлӗ ҫеҫкесем хушшинче тата ҫутӑрах ялкӑшса илчӗ.

Сергей, не разгибаясь, продолжал рвать цветы, левой рукой прижимая к груди букет, цветки мака повылазили выше других цветов, а Золотая Звезда между красных цветов заблестела еще ярче.

I сыпӑк // .

Ҫак йывӑр шухӑш ӑна кӑнтӑрла та асаплантарать, ҫӗрле те канлӗх памасть: чуна хытарнипе кӑна вӑхӑтлӑха чӗрере капланса тӑнӑ тунсӑх самант вырӑнтан хусканать те пӗтӗм чӑтӑмлӑха татать.

Это тревога не покидала ее днями, наведывалась и ночью, и тогда то, что копилось в душе, взнузданное до времени волей, — рвало плотины.

19 // .

Акӑ епле касмалла ӑна, — вӗрентет Чубатый, унӑн хӗҫе, чалпашла ывтӑна-ывтӑна кайса, япалана тӗлӗнмелле хӑватлӑ вӑйпала касса татать.

Вот как надо, — учил Чубатый, и шашка его в косом полете разила цель с чудовищной силой.

12 // .

Унӑн хӗҫ пулнӑ — ӑшне ртуть тултарса тунӑскер, йӑтма шутсӑр йывӑр ӑна, анчах пӗрре сулса ярсан — лашана ҫурмаран касса татать.

Шашка у него была — на стоке ртуть залитая, поднимать тяжело ее, а рубанет — коня пополам.

12 // .

Елизавета хӑйне питӗ тивӗҫсӗррӗн тытать: мана татти-сыпписӗрех усал сӑмахсемпе вӑрҫса питлет, хушӑран чуна ыраттармаллах касса татать.

Елизавета ведет себя недостойно: все время она злословит на мой счет, иногда очень грубо.

11 // .

Кам та пулин унӑн сарӑхса кайнӑ шӑммисене пӑчкӑпа татать тейӗн…

И закричал так, как будто кто-нибудь стал пилить его желтые кости…

II // .

Килкартинче ҫулла хутмалли кӑмака мӑкӑрланать (ун пекки казаксен пулать), ҫавӑнтах Евсей Нарыжный чӗркуҫленсе ларнӑ та, автана юнлӑ мӑйӗнчен тытса, тӗкне татать.

Во дворе дымилась обычная, какая бывает у казаков, летняя печка, и тут же, присев на корточки, Евсей Нарыжный ощипывал петуха, придерживая рукой окровавленную шею.

XX // .

Рудольф Митман обер-лейтенант ниепле те лӑпланаймасть, вӑл пӗрре тенкел ҫинче пӗтӗм пӗвӗпе турткаланса илет, тепре тата, сике-сике тӑрса, Озеров ларнӑ, сӗтел умнелле пырса, темскер, ним ҫыхӑнусӑр кӑшкӑрма пуҫлать, алчӑранӑ куҫӗсемпе мачча ҫинелле пӑхса, хӑй мундирӗн тӳмисене турта-турта татать.

Обер-лейтенант Рудольф Митман то дергался всем телом на лавке, то вскакивал и, становясь перед столом, за которым сидел Озеров, начинал выкрикивать что-то бессвязное, тараща в потолок закровеневшие глаза, обдирая с мундира пуговицы.

VI // .

Анчах татасса вӑл япӑх татать-мӗн: пӑчка чалӑшшӑн, кӑрт-карт турткалать.

Но пилил он плохо: водил пилу рывками, косо.

XIII // .

Каччи картине татать те, хӑй саваканнине ҫӗклесе илсе, лартса каять.

Прорвет стену, подхватит какую любит и увезет.

XXXV // .

— Ну, господасем, ну, кам тӳлесе татать мана ҫаксемшӗн пӗтӗмпех: тӗкӗршӗн, сӗтелшӗн, тутлӑ шывсемшӗн те хӗр ачасемшӗн?

— Ну, господа, ну, кто мне заплатит за все: за зеркало, за стол, за напитки и за девочек?

XVIII // .

Ку вара, савнӑ путсӗр, картана лексессӗн, пӗр чӑхха та чӗррӗн хӑвармасть — кашнийӗннех ак ҫакӑнтан, хыҫалтан, пӗчӗк мимме кӑшласа татать.

А этот миленький прохвост, если заберется в курятник, ни одной курицы не оставит — непременно у каждой перекусит вот тут, сзади, мозжечок.

XII // .

Ҫамрӑк ҫынсен пӗтӗм ырӑ кӑмӑлне татать; вӗсем юлхава тухакансем пулаҫҫӗ, ҫакса вӗлермелли такан патне пыраҫҫӗ.

В молодых людях это убивает все хорошее; они становятся бездельниками, докатываются до виселицы.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // .

Яков Лукич хӑй, вӑтаннипе чӗркуҫленсе ларса, помидорне сылтӑм аллипе кӑна татать, сулахай аллине вӑл ҫырантан шыва кӗме анакан ҫара пакарта ҫын пек тытнӑ.

Сам Яков Лукич срывает помидоры, смущенно приседая на корточки, и только одной правой рукой, левую он держит словно нагой купальщик, перед тем как войти в воду…

II сыпӑк // .

Хӑй ҫине хӗрес хывма, «свят, свят» теме те ӗлкӗреймест вӑл, каллех тӗлӗк тӗлленет: Яков Лукич Ҫемен ывӑлӗпе, Агафон Дубцовпа тата хӑйсен хуторӗнчи ытти казаксемпе пӗрле темле пысӑк плантацире помидор татать, вӗсем ӗҫленине шап-шурӑ тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑмсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Не успел он осенить себя крестным знамением и прошептать «свят, свят», а ему уже снова снится, что он с сыном Семеном, с Агафоном Дубцовым и другими однохуторянами бродит по какой-то огромной плантации под руководством одетых в белое молодых женщин-надсмотрщиц они рвут помидоры.

II сыпӑк // .

Шурӑ ҫӗлӗкне ҫамки ҫине пусса лартнӑ Половцев кастарнӑ такана авӑнчӑк мӑйракин картлӑ-картлӑ сивӗ кукрашкинчен ярса илет, ӑна йӑвантарать те тӑсса пӑрахать, кӑкӑрӗпе пусса выртать, унӑн пуҫне каҫӑртса хурать, пырне ҫӗҫӗпе касса татать, палкаса тухакан хура юнне юхтарать.

Половцев, сдвинув на лоб белую папаху, хватает валуха за холодную рубчатую извилину закрученного рога, валит на землю и, ложась грудью на распластанного валуха, задирает ему голову, ножом режет горло, отворяет черную ручьистую кровь.

14-мӗш сыпӑк // .

Икӗ курӑк татать те виҫҫӗшне хӑварать.

Две травины выполет, три пропустит.

17-мӗш сыпӑк // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех