Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫӗ ҫапах та ун майла мар, ман майлӑ тухрӗ, сасартӑк пирӗн ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса тӑчӗ, — ҫакӑн пирки вӑл тарӑхӗ.Досада его возьмет, что все-таки хоть не по его вышло, а по-моему, и вдруг такая нам удача.
ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Моряк юри тенӗ пекех Столыгин хуҫалӑхӗн ырлӑхӗшӗн упранса юлнӑ тейӗн; Чесма патӗнче темле карап сирпӗнсе аркансан, вӑл сывлӑша вӑркӑннӑ, суранланса, ҫӗмӗрӗлсе, лутӑрканса пӗтнӗ; ҫапах та, сулахай алли вырӑнне пушӑ ҫанӑ ҫеҫ юлнӑ, пӗр хӑлхи ҫук, янах шӑммине ҫыхса лартнӑ пулин те, хирургире сайра тӗл пулакан ҫак ҫын ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлеме пултарнӑ, кунпа пӗрлех унӑн яланхи чикесӗр тарӑхӗ, ырханлӑхпа ҫиллеслӗхе пула пӗркеленнӗ пичӗ упранса юлнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Сан ӑшунта халь хӗрарӑм тарӑхӗ вӗчӗлтетет, ман чуна мӗн хӑйранине, мӗскер ман юна ӗмнине ӑнкарма пултараймастӑн эсӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чӑннипех каласан, автор шучӗпе малалла ӗнтӗ Федор Лукич Хохлаков пӗтӗм вӑйне хурса Хуракуҫ хӗре шырама пуҫламалла пекчӗ, вара повесть сюжечӗ те хитре пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Кубаньре Катерина ятлисем нумай, вӗсем хушшинче хӗрлӗрех-тӗксӗм питлӗ Катьӑна шыраса тупма ҫӑмӑлах мар; вара пирӗн герой тарӑхӗ те, хурланӗ те, юлашки страницӑсем анчах ҫӗнтерӳ маршӗ пек янӑраса кайӗҫ, тин вара, туй пулмасан та, пысӑк савӑнӑҫ ҫитӗччӗ…
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Мӑнтӑркка та капӑр тумланнӑ чиперкке чӑтма ҫук хаярланса ҫитрӗ; анчах та халь ӗнтӗ, лавӗ самаях инҫете кайнӑ пирки, унӑн тарӑхӗ хӑйӗн тӑван мар айӑпсӑр хӗрӗпе ерипен утса пыракан упӑшки ҫине тиенчӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Ҫав вилтӑпри патӗнчен иртсе пӗтӗм Ставрополь тӑршшӗпех сип-симӗс вӑрман тарӑхӗ ҫӑмламас шаль тутӑр пек тӑсӑлса выртӗ.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Гинка килсе кӗчӗ те, амӑшӗн пӗтӗм тарӑхӗ ӑна куҫрӗ.
IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пирӗн картина, — терӗ вӑл, эпӗ, капла каласан, кӑштах ҫухӑрса ямарӑм, мӗншӗн тесен, «пирӗн» тени мана та ҫак картинӑна ӳкерекен вырӑнне хуни пулчӗ, — пирӗн картина хамӑр халӑх ҫинчен, халӑхӑн тулса ҫитнӗ тарӑхӗ ҫинчен, ахаль ҫынсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1