Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарма (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фок-мачта ҫухатнӑ кивӗ карап ҫинче вӗсем хӑвалакансенчен те тарма пултарнӑ, 1522 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче тинӗсри вӑйлӑ ҫилсене тӳссе ирттерсе Элькано 17 ҫын юлнӑ командӑпа Испание те таврӑнма пултарнӑ.

На ветхом, потерявшем фок-мачту, давшем течь корабле удалось не только уйти от погони, но и преодолев шторма 7 сентября 1522 года Элькано с командой из 17 человек вернулся в Испанию.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Апла пулин те, ҫил ҫула май вӗрни Элькано каравеллине тыткӑна лекесран хӑтарнӑ, ҫапла май вӗсем хӑвалакансенчен тарма пултарнӑ.

Но попутный ветер помог каравелле Элькано избежать пленения и оторваться от преследователей.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Хӑй те, юлташран ҫӑлӑнса, тарма тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах вӑл таврара, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, темле лӑпкӑ ҫанталӑк чухне те ҫил кашлать, нимле пархатарлӑ курӑк та ӳсмест; ӑнсӑртран унта кӗтӳ пырса тухсан, выльӑхсем те канӑҫа ҫухатса, аяккалла тарма кӑна пӑхаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна вӑл ялтан тухса тарма тесе чи чаплӑ лашине йӗнерленӗ вӑхӑтра касса пӑрахнӑ…

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Танк ӑшӗнчен тухса тарма хӑтланакан нимӗҫсене автоматран ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӑйне хӑй тем пек ӗненесшӗн мар пулнӑ пулсан та, Светлана хӑйӗн вӑрттӑн туйӑмӗсенчен тарма пултарайман; вӑл Гришӑна саккӑрмӗш класран пуҫласах юратнӑ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

1745 ҫулта вӑл Якобитсен иккӗмӗш пӑлхавне пусарнӑ ӗҫе хутшӑннӑ, сӑмахран, Шап патӗнче таракан пӑлхавҫӑсене хӑваланӑ, анчах та япӑх ҫанталӑка пула пӗр каҫлӑха хӑвалама чарӑнса илнӗ, ҫакна пула якобитсем Шотландине тарма пултарнӑ.

В 1745 году он участвовал в подавлении Второго якобитского восстания и, в частности, в преследовании мятежников у Шапа, но из-за плохой погоды прервал преследование на одну ночь, благодаря чему якобиты смогли бежать в Шотландию.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

Ҫак вӑхӑтра Венюк тӗттӗме тарма пикенчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, Апуҫ пӗрре сиксех ачана ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ырӑ арҫынсем хаяр хӗрарӑмран тарма пӑхаҫҫӗ, эсӗ пур ху ыйтатӑн.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиелти кӗписене хывса ӗҫлеҫҫӗ вӗсем, ҫапах шӑрӑхран ниҫта тарма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вӑл сире тарма хушать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Платун тарма шухӑшламарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ вӗҫерӗнсе тарма ӗлкӗртӗм те, ман ҫине элеклеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Туйрӗ пулсан, нивушлӗ тухса тарма ӗлкӗреймен?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкасси ҫыннисем тӳсеймерӗҫ, халь тем пырса тытасран хӑранӑ пекех тарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур ыттисенчен кая хӑрамарӗ пулин те, ҫынсем тарма пуҫланине усӑ курса, сӗтел ҫинче кӗмӗле йӗкӗрлесе илме ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каялла тухса тарма хатӗррисем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урам хуралҫисем те тарма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юмӑҫ Платуна хӑйне асамласа пӑрахассӑн туйӑнчӗ, апла пулин те, тухса тарма вӑй-хӑват ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех