Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарма (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирле Курак матки патӗнчен тухса тарма та шутланӑччӗ, тытӑнса тӑчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Палюков унталла-кунталла пӑхкаларӗ, ункӑран тухса тарма май ҫук-ши, терӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпӗ, ним ҫине пӑхмасӑр, общежитирен тухса тарасшӑн пултӑм, анчах юлташсем, мана иккӗн-виҫҫӗн ҫулса илсе, тарма памарӗҫ, пукан ҫине пусса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Мӗн итлемелли ӗнтӗ, эс мана ачи-пӑчипех пӑрахса тухса тарма шут тытнӑ пулсан?! — сурчӑк сирпӗтнӗ Варвара Федоровна.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Манран хӑраса тарма мар, вырӑнтан та хускалмарӗ ҫав мӗлке.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Укахви хуллен ута пуҫларӗ, симӗс куҫсем ҫул ҫинчен пӑрӑнманнине кура, чарӑнса тӑчӗ, унӑн каялла ҫаврӑнса тарас шухӑш та вӗлтлетрӗ, анчах тарма хал ҫӗкленмерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унта Павлик хӑйне тӗкӗрте курчӗ те тарма вӑхӑт ҫитнине ӑнланчӗ.

Там Павлик наконец увидел себя в зеркале и понял, что пора удирать.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Халь те вӑл, тухса тарма хатӗрскер, мӑн кӑмӑллӑн сӑмах хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Салтаванов хваттер хуҫи аллинчен вӑйпах вӗҫерӗнсе алӑк патнелле вирхӗнчӗ, тухса тарма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Апла тӑк Тарановӑн халь кил картинче йытӑ пур тесе урамалла тухса тарма васкамалла-и?

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл Укахви кинеми сӑмахне вӗҫне ҫитичченех итлесе пӗтереймерӗ, ҫӗр тӗпне анса каясла аванмарланнӑскер, килне кӗрсе тарма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шалта юлнӑ икӗ варрине милицие илсе ҫитерсенех Демахин, леш фуфайка кӗсйинчи квитанци ҫинчи адрес тӑрӑх кайса, виҫҫӗмӗшне, малтан чӳрече витӗр тухса тарма ӗлкӗрнине, тытса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Анчах ниҫтан та тухса тарма пултарайман вӗт-ха вӑл! — тенӗ Демахин.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Чӑн малтан вӑл мастерской пӳлӗмӗнче леш тарма ӗлкӗрнӗ вӑрӑ пӑрахса хӑварнӑ кивӗ фуфайкӑна тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл каялла больница ҫурчӗ патнелле чупса ҫитнӗ вӑхӑтра тепӗр чӳрече умӗнчи решетке ҫӗкленме пуҫланӑ — тепӗр вӑрри тухса тарма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӗсем туслӑ пулнӑ пулин те, Петрянкин пӗррехинче Етӗрне ҫулӗ ҫинче «иккӗлентерекен» грузовике чарса автоинспенцине илсе пыни, ҫав машинӑн «хуҫи», темле вӑрӑ-рецидивист, пит ӑста тарма пултарни ҫинчен Орлов нимӗн те пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Унччен те пулмарӗ — хайхи кайӑк ҫуначӗсене кӗлетки ҫумне ҫат! ҫыпҫӑнтарса кӗр калчи пусси ҫине чу-у! тӑрӑнчӗ те йӑвине кӗрсе тарма ӗлкӗреймен мӗскӗн шӑшие чӗрнипе ҫаклатса тӗпсӗр тӳпенелле ҫӗмрен пек вӑшлатса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Паракантан илме, ҫапаканран тарма хушнӑ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тарма хӑтланчӗ, — пуҫне ҫӳлелле ҫӗклеме хӑранӑн, хӑшместӗр вырӑнне хуравларӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ах, ҫапрӗ, ҫапрӗ! тесе кӑшкӑрса ярать те Юман тарма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех