Шырав
Шырав ĕçĕ:
Капла тусан, Петӗр тараймӗ, терӗ ӗнтӗ вӑл, мана пулӑшрӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫавӑн пек тусан пӑлхар хӗрӗ тараймӗ тесе шутлать ӗнтӗ.
Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кунтан ҫын мар, шӑши те тухса тараймӗ!
19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мунча чӳречи пӗчӗк, тараймӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Акӑ эпӗ ӑна халех месерле ҫавӑратӑп, вара вӑл ниҫта та тараймӗ.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Пурпӗр пиртен тараймӗ Президент, — терӗ те Кӑмпа йӗрӗнчӗклӗн кулса илчӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Нускишӗн тесен тавтапуҫ — манӑн салтак уришӗн ку питӗ ырӑ, уншӑн халь уяв, вӑл ӑшӑ та типӗ, малашне манран пӗр фриц та тараймӗ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл пирӗн районта пурӑнать пулсан, пиртен тараймӗ.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ирхине, каярах юлса вӑрансан вара, ӗлӗкхи сӑмахсем вырӑнне икӗ сӑмах ҫеҫ пӗр сӑмахпа кӗрешеҫҫӗ: «курнӑҫаймӑп» — «курнӑҫӑп-ха», — ирӗпех ҫапла пырать; ҫак кӗрешӳре пурте, пурте манӑҫа тухаҫҫӗ, «курнӑҫаймӑп» текен пӗчӗк сӑмаха хӑйӗнчен ярасшӑн мар хӑтланакан, ӑна ярса тытакан, тытса тӑракан пысӑкрах сӑмах та манӑҫа тухать; пӗчӗк сӑмахӗ вара тарса каять те ҫухалать, тарса каять те ҫухалать: «курнӑҫӑп-ха»; пысӑкрах сӑмах пӗчӗк сӑмаха хӑйӗнчен ярасшӑн мар пулса вӑй хунӑ чух пурте, пурте манӑҫа тухать, анчах вӑл хӑйӗнчен чӑнах та ямасть иккен, тытса тӑрать, ӗлӗкхи пӗчӗк сӑмаха ниҫта та тартас мар тесе, хӑйне пулӑшма тепӗр пӗчӗк сӑмаха чӗнет: «ҫук, курнӑҫаймӑп…» «ҫук, курнӑҫаймӑп», — ҫапла, халӗ ӗнтӗ икӗ сӑмах улшӑнчӑк кӑмӑллӑ пӗчӗк сӑмаха хӑйсен хушшинче ҫирӗп тытса тӑраҫҫӗ, вӗсенчен вӑл ниҫта та тараймӗ, вӗсем ӑна хӑйсен хушшине хӗстерсе хунӑ: «ҫук, курнӑҫаймӑп» — «ҫук, курнӑҫаймап…»
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ан хуйхӑрӑр, тараймӗ, — лӑпкӑн йӑл кулса шантарчӗ Нагульнов, вара, тӗксӗм куҫ хупаххисене антарса, самантлӑха вутӑн-хӗмӗн ҫиҫсе илнӗ куҫӗсене пытарчӗ.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
13. Акӑ Эпӗ сире кӗлте тиенӗ урапа таптанӑ пек таптаса лапчӑтӑп та — 14. вичкӗннин те чупмашкӑн вӑй юлмӗ, тӗрекли те хӑйӗн тӗреклӗхне упраса хӑвараймӗ, хӑюлли те хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлаймӗ, 15. ухӑран перекенни те ури ҫинче тытӑнса тӑраймӗ, хӑвӑрт ҫӳрекенни те тараймӗ, ут ҫинче лараканни те хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлаймӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1