Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урапа кустӑрмисем ҫӑра тикӗт сӗрнипе ҫемҫен лӑканса кусни, хир шӑрчӑкӗсем пуҫ урлах сике-сике каҫса пӗр чарӑнмасӑр чӑрӑлтатни, лашасем хыҫран юлма пӗлмен пӑвансене хӳрисемпе ҫапкаласа, урисемпе тапкалашса хӑвалама тӑрӑшни, хир тӑршшӗпе ӑрша выляни унталла-кунталла сулланса ларакан ачасене йӑлӑхтарать, ывӑнтарать, куҫа хуптарать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Урасемпе тапкалашса ӗҫлеме тиврӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл малтанах турткаланса, тапкалашса илчӗ, унтан лӑпланчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Хурах! — ҫав-ҫавах ҫухӑрашса выртать-ха лешӗ, алли-урипе тӗлли-паллисӗр тапкалашса.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Эпӗ унта анаслупа ятлаҫу, кулленхи пурнӑҫӑн вил тӑпри чулӗсене, ӳпкевпе харкашу, вӑрттӑн мӗскӗн тавӑру, ачасемшӗн куляну илтетӗп; ачасемшӗн куляну… анчах вӗсем хӑйсемшӗн ҫапла тӑрӑшнине усӑсӑр хирӗҫлесе урайӗнче урисемпе тапкалашса выртаҫҫӗ, тахҫан пӗр-пӗрне чунран савнӑ ашшӗ-амӑшӗн йӳҫек кӳлешӗвне сӑнаҫҫӗ, хӑйсем те ҫапла пуласса туяҫҫӗ.
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл урисемпе тапкалашса хӑтӑлма пикенчӗ, анчах казаксем ӑна прикладсемпе ҫапрӗҫ, унтан ҫӗлерӗҫ те пӗ-ӗррех пуҫлӗхрен ывӑтрӗҫ — лерен вара тӗтӗм ҫеҫ курӑнчӗ, урӑх нимӗн те ҫук.Он отбивался ногами, а казаки его прикладами, потом схватили и ка-ак бросят в огонь.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ача ниҫта кайса кӗрейми тапкалашса кӑшкӑрать.
Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.
Тул ҫутӑлчӗ, хӗвел те тухрӗ, йӗри-тавра юр йӑлтӑртата пуҫларӗ, анчӑк пур ҫавах аякран вӗрсе тӑрать, кашкӑр ҫурисем амӑшӗн хыткан хырӑмӗнчен тяписемпе тапкалашса чӗчӗ ӗмеҫҫӗ, хӑй вӑл лаша шӑммине — типсе шурӑхса кайнӑскере кӑшласа выртать.
Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.
Уксахӗ мелник еннелле туртӑнчӗ, алӑк патӗнче ӑна чышса ӳкерчӗ, урипе тапкалашса мелнике алӑкран тӗксе кӑларасшӑн пулчӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл, сиккипе чупса пынӑ чухнехи пек, малти урисене малалла ыткӑнтара-ыткӑнтара тӑсса хурать, кайрисемпе вара, вӗсене ҫурӑмӗнчен те ҫӳлерех ҫӗкле-ҫӗкле, тапкалашса пырать.Она, как в галопе, выбрасывала вперед передние ноги, а задними взбрыкивала, поднимая их выше спины.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн амӑшӗ кӑшкӑрса ярса ахӑлтатса кулма пуҫларӗ, вырӑн ҫине кайса ӳксе, урисемпе тапкалашса ҫухӑра-ҫухӑра ячӗ:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Кӗпе ҫатӑртатса ҫурӑлни илтӗнчӗ — Гаврила куҫне ӑссӑр тавӑрса пӑрахса, пӳрнисемпе сывлӑшран тытасшӑн пек пулса, урисемпе тапкалашса хӑйӑр ҫинче выртрӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Инҫех те мар икӗ пӗчӗк тиха чӗтре-чӗтре урисемпе тапкалашса васкасах чӗчӗ ӗмеҫҫӗ.Недалеко два палевых голенастых сосунка, вздрагивая и суча ногами, торопливо сосали мать.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1