Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

танлаштарсан (тĕпĕ: танлаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков Атӑлҫи федераци округӗнче пирӗн республикӑн кӑтартӑвӗсем япӑх маррине хыпарланӑ, ҫул ҫинче инкек пулнӑ тӗслӗхсен шучӗ ытти субъектсенчипе танлаштарсан сахал тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, кӑҫалхи тухӑҫ пурсӑмӑра та савӑнтарать», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ял хуҫалӑх техники ҫӗнелсе пырать – кӑтарту виҫӗ хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/08/chva ... ratj-ktart

Ирӗкрен хӑтарнӑ вырӑнсенчен кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫынсене ӗҫе вырнаҫтармалли кӑтарту республикӑра ытти регионсемпе танлаштарсан чи пысӑкки, - тенӗ Владимир Путин.

Показатель по трудоустройству людей после освобождения из мест лишения свободы в республике самый высокий по сравнению с другими регионами, сказал Владимир Путин.

Путин тӗрмере пулнӑ ҫынсене ӗҫе вырнаҫтарас тӗлӗшпе Мордови опытне хакланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3424891

Президент ку ытти регионсемпе танлаштарсан, чи пысӑк кӑтарту пулнине палӑртнӑ.

Президент подчеркнул, что это самый большой показатель по сравнению с другими регионами.

Путин тӗрмере пулнӑ ҫынсене ӗҫе вырнаҫтарас тӗлӗшпе Мордови опытне хакланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3424891

Ҫамрӑксем виҫҫӗмӗш курса вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн, хапӑл тусах ӗҫе вырнаҫма кӑмӑл тунине каланӑ вӑл, паллӑ, ӗҫ укҫин шайӗ ытти вӗрентекенсемпе танлаштарсан, кӑштах сахалтарах пулнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенче ӗҫлекен студентсен ӗҫ укҫин тӳлевӗн коэффициентне ӳстерме килӗшнӗ регион Пуҫлӑхӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/01/shku ... ulevn-koef

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку 13 процент ытларах.

Если сравнивать с прошлым годом, то это на 13 процентов больше.

Республикӑри хӑмлана Китайри техника пуҫтарать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35873.html

Математикӑпа танлаштарсан педагогика тӗп-тӗрӗс ӑслӑлӑх мар: миҫе педагог, ҫавӑн чухлӗ сӗнӳ — кашни ыйтӑва хӑйне май татса парать.

Педагогика в отличие от математики — наука неточная: сколько педагогов, столько и рецептов.

Ӗмӗтленнӗ айӑплав // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/307

Вӑл, кӑҫалхипе танлаштарсан, 7,3 процент пысӑкрах пулӗ, 13271 тенкӗпе танлашӗ.

По сравнении с величиной в текущем году он превысит на 7,3 процента, и, как предполагают, составит 13 271 руб.

Ҫитес ҫул пӗр уйӑхра пурӑнма мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ пулӗ? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35769.html

Эпӗ шкула ҫӳренӗ вӑхӑтсемпе Лапсар ялӗн паянхи кунне танлаштарсан: паян кашни урамра асфальт ҫул сарнӑ, ун чухне вара пыльчӑк ҫӑраттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Ку тӑрӑхра, ыттисемпе танлаштарсан, хуҫасӑр йытӑсем уйрӑмах нумайланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан ӳсӗм — 32,3 процент.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ҫак кӑтарту хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

2022 ҫулхипе танлаштарсан выльӑх апачӗ (утӑ) хатӗрлесси пахалӑхлӑрах пулса пырать, ҫавӑнпа та ӗне-выльӑх шутне чакармалла мар, ӳстермелле.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Округра кашни ӗнерен вӑтамран 2663 килограмм сӗт суса илнӗ, ку 2022 ҫулхипе танлаштарсан 102,4 процентпа танлашать.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Ку вӑл Франциринчен икӗ хут, Иранрипе танлаштарсан, 28 хут нумайтарах!

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Олег Николаевпа танлаштарсан, ытти кандидатсенчен пӗрин те хальлӗхе республика аталанӑвӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ анлӑ программа ҫук.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Сана та, хӑйпе танлаштарсан пӗчӗк те халсӑрскерне, пысӑк хисепе хурса, атте е савни ачашлӑхӗпе хӑйӗн ытамне илет.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Акӑ халь, иртнине танлаштарсан, ҫак тӑван ял вӑрманӗ хӗрринче ларни те — хӑй вӑл пӗр ӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Мартинӑн ҫӗр лаптӑкӗ, пирӗннипе танлаштарсан, виҫӗ хут пысӑкрах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Маларахри ҫулсемпе танлаштарсан музея ҫӳрекенсен шучӗ 8 % ытла ӳснӗ, экскурсисен ӳсӗмӗ – 38%.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех