Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

танлаштарсан (тĕпĕ: танлаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун шучӗпе, литература урокне ирттересси уйрӑмах йывӑр, мӗншӗн тесен ытти уроксемпе танлаштарсан педагогӑн пӗр харӑсах тӗпчевҫӗ те, ӳнерҫӗ те, воспитатель те, артист та пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Пахом Петрович та хыҫалта ларать, ав, ӑна та, председательпе танлаштарсан, чылай типшӗмрех ҫынна, Кивар ҫумӗнче тӑвӑр пулассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫавӑн пек ҫынсемпе танлаштарсан, тепӗр хӑюллӑ ҫын, пӗтӗм ӗҫе, пӗтӗм йывӑрлӑха хӑй ҫине илекен ҫын — ан тив, вӑл час-часах йӑнӑштӑр — ҫӗр хут лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта мӗнле ӗҫленине сирӗн бригадӑри лару-тӑрупа танлаштарсан, уйрӑмлӑхӗ — ҫӗрпе пӗлӗт хушши чухлех.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Улюк кин кӑмӑлӗпе танлаштарсан, ҫӗр хут шултрарах ман кӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӗслӗхрен, пӗлтӗр ирттернӗ учет кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑри сӑвӑрсен шучӗ - 18 225. Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, чӗрчунсен йышӗ 14% ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутарстанра сӑвӑрсен хисепне шута илме пуҫлаҫҫӗ // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -ilme-pula

Ытти пулӑпа танлаштарсан, ҫӗкӗ Шупашкарти шыв управӑшӗнче нумай тытӑнса тӑмасть, Атӑлпа пӗрлешекен юхан шывсене ишсе каять.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ лӗккине - Атӑла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=gVsjfnH4rl0

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 6 000 ача ытларах.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-BNGaYHsfio

Пысӑк укҫа пек ӗнтӗ, анчах ку ӗҫре самаях тимлекен Мӗтри чухлать: договор туса пуҫтарнипе танлаштарсан вӑл пысӑках та мар, кӳлӗ ҫумӗнчи кӳленчӗк евӗр.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Тамагочипе танлаштарсан, йытӑ ҫури чӗрӗ юлчӗ.

В отличие от Тамагочи щенок выжил.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Ку пӗлтӗрхипе танлаштарсан икӗ хут ҫурӑ ытларах.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Предприяти директорӗ Ришат Шакиров кунта ытти производительсемпе танлаштарсан, витнӗ складсенче трубасене пӗтӗмӗшпех хупӑ усрамалли практикӑра пулнине ӑнлантарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Рязань труба завочӗн филиалӗ Пушкӑрт Республикинче производствӑна аталантарма шутлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3257055

2019-мӗш ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан республикӑра пурӑнакансем вӑтамран 42 000 тенкӗ ытла илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чухӑнлӑхпа ҫӗнӗ ӗҫ ушкӑнӗ кӗрешет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60473

Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан 11 хут ытларах.

Куҫарса пулӑш

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147

Малтанхи ҫулпа танлаштарсан тӑкакланасси те пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ку – нумайрах.

Куҫарса пулӑш

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147

Ҫавӑн пеккисемпе танлаштарсан ытти уншӑн вак-тӗвекӗн туйӑннӑ пулинех», — тенӗ Виктор Бритвин.

И все, что могло произойти, по сравнению с этим казалось неважным», — сказал Виктор Бритвин.

Орест Филиппова халалланӑ курав уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34968.html

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан, парӑм укҫи 449 000 тенкӗ чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫине вӑхӑтлӑ памалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60519

Ҫавна пула ӗнтӗ, Канадӑри чылай британсен хӳтӗлевӗпе танлаштарсан, вӑл чикӗрен инҫех мар вырнаҫнӑ пулин те, стратеги тӗлӗшӗпе пӗлтерӗшлӗ пулсан та, американсен енче унӑн «тӑванла хули» ҫук.

Как следствие, в отличие от большинства британских укреплений в Канаде, у него нет «побратима» на американской стороне, несмотря на близость от границы и важность со стратегической точки зрения.

Кингстон (Онтарио) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B8%D0%BE)

Вӑл йӑмӑкӗ патне кунти пурнӑҫ хамӑр енчипе танлаштарсан пин хут лайӑх тесе ҫыру ҫырчӗ те, кинӗн ҫеҫ мар, ывӑлӑн пуҫӗ те арпашӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех