Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнма (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗрле ларса ҫи, — каларӗ ӑна ку вӑхӑтра ӗҫрен таврӑнма ӗлкӗрнӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

«Пӗр паллӑ мар ҫамрӑк поэт, ВУЗ пӗтернӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫар ретне кайма юрӑхлӑ пулнипе, хӑйӗн тӑванӗсене курма тӑван ялне таврӑнма шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Чӑваш Республики чиккинчен тухса ытти Раҫҫей Федерацин субъекчӗсене ҫитсе туса пырсассӑн, паллах, эпир кӗске вӑхӑтрах туйса илме пултаратпӑр нумай халӑхӑн паянхи кун хӑйсене чӑваш теменнисен чунӗнче ҫак чӑваш хӗлхемӗсем хумханса вӗсене чӑвашлӑха таврӑнма пулӑшӗҫ тесе.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Герасим Федотович пуҫ ҫине кӗтмен инкек татӑлса ансан ахальтен-им ашшӗ-амӑшӗн ҫӗршывне таврӑнма шутларӗ?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавна май вӑл ҫуралнӑ вырӑна таврӑнма шут тытнӑшӑн та ӳпкелешет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мана асӑрхасан каялла таврӑнма шутларӗ пулмалла, анчах пуҫне каҫӑртса малаллах утрӗ, ӗнене кӑкарнӑ шалча патӗнче кукленсе ларчӗ, пысӑк чул катӑкӗпе шалчана енчен енне ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ывӑлне майӗпен хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ вӑл, Верӑн вара киле таврӑнма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӗсем ҫав кунах каялла таврӑнма шутланӑччӗ, самолет ҫине билетне те илнӗччӗ, анчах хайхискерсем универмагсене кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн аэродрома ҫитрӗҫ те ҫанталӑк тӗтреллӗ пулнӑ пирки самолет яла вӗҫменни ҫинчен пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Баранкуле пӗр хуларан пынӑ хамӑн юлташсемпе пӗрле киле таврӑнма хатӗрленнӗ кун ахальтен мар ӗнтӗ, сирӗнпе тӗл пулма ӗмӗтленсе складсем патне пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Килне таврӑнма юрамасть унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Стенькке утаман пире, чӑвашсене, Чӗмпӗр патӗнчен каялла, тӑван ҫӗре таврӑнма, мӗнпур халӑха кӗрешӗве ҫӗклеме хушрӗ, — калама тытӑннӑччӗ ун чухне старик.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, патька-патша тӑшманӗсене пурне те ҫӗнтерсен, тӑван таврана пӗрле таврӑнма шухӑшлаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часрах таврӑнма тӑрӑш.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патша, — пуҫларӗ вӑл хуллен те ӗненмелле саспа, — ирӗк парсам мана каялла Хырлапа Кӗтне тӑрӑхне таврӑнма.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ, ҫул шыраса тупнӑ хыҫҫӑн, каялла таврӑнма та юрать.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эсӗ, пикеҫӗм, епле пулсан та каялла тапӑра таврӑнма тӑрӑш.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Киле таврӑнма юрамасть манӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Халӗ ӗнтӗ мана таврӑнма та вӑхӑт», — шухӑшларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Левенчук, сӑртламӑн хӗвелтухӑҫӗ енче пӗччен тӑрса юлнӑскер, Янеев расчечӗпе пӗрле пулма ӗмӗтленнӗччӗ, анчах командир ӑна малтанхи позициех таврӑнма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ун патне каялла таврӑнма май пулмасан, куккук пек икӗ хут авӑтмалла.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех