Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнма (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл амӑшне каялла таврӑнма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хальччен киле юлнисемпе пушар сӳнтернӗ ҫӗртен таврӑнма ӗлкӗрнисем те, урама вӑркӑна-вӑркӑна тухса, Платуна илсе пыракан ушкӑна хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула кӑштах пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн хваттерне таврӑнма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паянах каялла таврӑнма та ӗлкӗрмелле.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех вӑл каярах юлса таврӑнма пултарасса та ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хусанта вӑл йӑлӑмра чухне ҫухалнӑ лаши пек лаша сутӑн илчӗ те киле таврӑнма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ҫӗр пиҫнӗ тӗле таврӑнма ӗлкӗрейӗп-ши?»

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр каҫа шӑнса хытӑрканӑскерсем киле таврӑнма шутларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

— Каялла таврӑнма ывӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

«Ҫӗр ҫине таврӑнма пултараймастӑп, атте, — хуравлать ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

…Вӗҫелисӑн хулана таврӑнма вӑхӑт ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗрарӑм киле таврӑнма вӑхӑт ҫитнине систерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗррехинче, лешӗ тӗлпулӑва пыман каҫхине, хӗр Атӑлӑн ҫӳллӗ ҫыранӗнче виҫӗ сехет кӗтсе тӑчӗ, ӑшӑ ыйха путакан хулан пушанма тытӑннӑ урамӗпе унӑн общежитие пӗччен таврӑнма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тӗлпулу уявӗнчен Раманпа Анюта килелле ҫуран таврӑнма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ вӗсем киле таврӑнма пуҫтарӑннӑ ав, перрон ҫинче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хӗвӗшсе тӑнӑскерсем пуйӑс чарӑннӑ-чарӑнман вакун алӑкӗсенелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эп Саратов майри патӗнче пурӑннӑ чухне пӗрре пынӑччӗ те Тамара ман пата, таврӑнма пит йӑлӑнса ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Апат хыҫҫӑн Юманлӑха таврӑнма пуҫтарӑнчӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кашни кунах вӑл Ваҫилепе тӗл пултарма ыйтнӑ, ӑна пӗр сӑмах, чи кирлине ҫеҫ каласшӑн пулнӑ, анчах кашнийӗнчех кинне курмасӑрах каялла таврӑнма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтака каякансем Ҫилевӗр тавра виҫӗ хутчен ҫаврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле унӑн йӗкелӗсене чиксе кайнӑ, упранӑ, вӗсем каялла сывӑ таврӑнма пулӑшасса шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакна витӗр ӑнланса илнӗ Шывхуҫи ывӑлӗпе пулас кинне халех киле таврӑнма хушать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех