Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтӗрсе (тĕпĕ: сӗтӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗсле Матви пӳртлӗх пӗрене вӑрмантан алӑ вӗҫҫӗн сӗтӗрсе кӑларнӑ чух аманни ҫинчен часах таврана хыпар сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫухрӑм ҫурӑра вӗсем вунӑ хут та канса илчӗҫ пулӗ — пӗренесене киле сӗтӗрсе ҫитерчӗҫ-ҫитерчӗҫех.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Паттӑр этем пӗренесене ҫур ана пӳ чухлӗ сӗтӗрсе кайрӗ те ҫӗре пӑрахрӗ, вара, хӗрарӑмсем патне пырса, вӗрен ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Атя киле, шуйттан, каллех пехлесе тултарнӑ, карӑнман пуҫна! — тесе, кил хуҫисем хӑйне хӑналама тӑнине те пӑхмарӗ, упӑшкине сӗтӗрсе тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юлашкинчен, сӳннӗ мотор хускалса кайрӗ, хӗр мотацикла канавран сӗтӗрсе кӑларчӗ те ун ҫине ялт! сиксе утланчӗ, председателӗн киле тӗлне кӗрлеттерсе ҫитсен вӑшт! сиксе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вара аптранӑ качча вӑйпах сӗтӗрсе тухрӗ; лешӗ ӑна нимӗн шарламасӑр парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпир Тимафи пичче виллине ҫур ҫухрӑма яхӑнах сӗтӗрсе кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем, пуян хуҫа килнине сиссенех, ӑна ярса тытаҫҫӗ, тет те, шӑтӑка сӗтӗрсе кӗреҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӳкесрен сӗтелтен тытма хӑтланса, ҫиттие сӗтӗрсе антарчӗ, унпа пӗрле сӗтел ҫинчи мӗнпур япалана урайнелле сирпӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сак самантра унӑн мӑшӑрне ҫӳҫрен явса илсе картиш тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳресси килчӗ, анчах Тарье маларах ӗлкӗрчӗ — аллинчи чӑпӑрккипе Сахара пӗррех пуҫӗ урлӑ туртса ҫапрӗ те, лешӗ питне чӑмӑртаса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мария Федотовнӑпа Михаил Степанович сӗтӗрсе кӗмен пулсан, эпӗ сан пата кунашкал ҫи-пуҫпа мар, лайӑххипе те кӗме хӑяс ҫукчӗ, — терӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл темиҫе утӑм ярса пуссах ун умне ҫитсе тӑчӗ, кӑкӑрӗнчен ҫупӑрласа тытса, урайне сӗтӗрсе антарчӗ, уринчи ҫӑматтисемпе купарчинчен, ҫурӑмӗнчен тапкалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл вырӑн ҫине ҫутӑ тӗллесе утиялне сирсе уҫсан, хуҫи, сехри хӑпнипе, шариех ҫухӑрса янӑ, анчах ҫав самантрах Шаккур ҫыннисем ун ҫӑварне тутӑрпа пӑкӑланӑ та тепӗр пӳлӗме сӗтӗрсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«А-а, таркӑн, эсӗ кунта-и-ха, — тесе, хӑлхаран ҫатӑрласа илчӗ те аслӑк ҫинчен сӗтӗрсе антарчӗ. — Тасалкала. Кин кӑмакаран ҫӑкӑр та кӑларчӗ, апат та пӗҫерчӗ», — тет.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй йӗп-йӗпе тар пулнӑ, кивелсе кайнӑ кӗпине йӳле янӑ, урисене аран сӗтӗрсе утать.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата ик-виҫӗ хутчен сӗтӗрсе кӑларнӑ хыҫҫӑн кӳлӗри шыв пӑтранма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сӗреке ҫакӑн тӑршшӗ тепӗр иккӗ пулсан, тӳрех пӗтӗм пулла сӗтӗрсе кӑларма пулатчӗ те, ну, юрӗ, урӑхла майлашӑпӑр, — сӑмах хушрӗ Хӗлип мучи.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Инкек-синкекрен шикленсе (ун пекки кашни ҫуркуннех. пулать), ҫавӑнтах амӑшӗсем ыткӑнса ҫитеҫҫӗ, ачисене аллисенчен ҫатӑрласа тытса, ҫыранран аяккарах сӗтӗрсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавсем сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс вара пирӗн ҫынсене киле яр, Мускава сӗтӗрсе ан кай.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех