Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтӗрсе (тĕпĕ: сӗтӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таҫтан урапа сӗтӗрсе килнӗччӗ вӗсем, пар лаша кулнеччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ салтак юнашарти ҫуртран тем пысӑкӑш ҫӳпҫе сӗтӗрсе тухрӗҫ те хуппине хӗҫсемпе хайӑрса уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳллӗ те ырханкка Килтеш ҫынни вӑйпута пурӗпӗрех вӗҫертмерӗ, тискер кайӑк пек хӑрлатса-ахлатса ӑна хӑйпе пӗрле сӗтӗрсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах вара карчӑка ял лаппине сӗтӗрсе тухма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах аллипе сулчӗ те улпута сӗтӗрсе кайма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ӑна урӑх калаҫма памарӗҫ, пиллӗкӗн-улттӑн ярса тытрӗҫ те юман айне сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Валтиелсем вӗсене ҫаппа-ҫарамаслантарса, пӗҫҫи-каҫҫисенчен тытса выльӑх масарне сӗтӗрсе кайрӗҫ те, тислӗк купи пек пӗр шӑтӑка ывтӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Юнӗҫенсем кусем! — кӑшкӑрса пӗлтерчӗҫ чӑвашсем хӑйсем кама сӗтӗрсе килнине.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялӑн тепӗр енчен ҫӗтӗк ҫӑпаталлӑ, ҫуркаланса пӗтнӗ тумтирлӗ темиҫе чӑваш виҫӗ мӑн хырӑмлӑ ҫынна юланутҫӑсем патне сӗтӗрсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, хӑйне лап еннелле сӗтӗрсе кайнӑ чухне, ҫерем ҫинче выртакан юнланса пӗтнӗ Валтиел пупне курчӗ те кӗвӗҫни иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем патне вӑрӑм рясӑ тӑхӑннӑ икӗ ҫынна сӗтӗрсе килеҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тин кӑна пупа чиркӳ лаппине сӗтӗрсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл мана ӑнлантарса тӑрас темерӗ пулас, арӑмӗн пӳлӗмне ҫӗмӗрсе кӗчӗ те хайхискер кашкӑр пек аллинчен сӗтӗрсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗччен мар тата: вӗҫӗмсӗр ахлатакан арҫынна сӗтӗрсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Астӑвать-ха Пӑкачав, Златоуст хулинчи пилӗкҫӗр чӑваш, хӑйсем шӑратса тунӑ темиҫе туппине сӗтӗрсе, ун отрядне пынӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫав тимӗр пек алӑсемех ун ҫӑварне темӗнле йӗпе пусма татӑкӗ пӗтӗрсе чикрӗҫ те ӑна тӑкӑрлӑкпа юханшыв еннелле сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш ҫыннисем арманҫӑ ҫухалнӑ тенине илтсессӗн таҫтан вӑрӑм шӑчӑсем сӗтӗрсе килчӗҫ те, ун ӳтне те пулин тупас тесе, шывра пӑлхатма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑҫалхисем пӗтрӗҫ те, Ҫеруш чӑлантан пӗлтӗрхисене сӗтӗрсе кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Ман умрах аппана сӗтӗрсе тухса тӑкӑрлӑкри чул хӳме умне тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Сирӗн пата паллӑ пӑхма пырсан пӗр сурӑх хӑлхи те курман, ҫапах урам тӑрӑх сӗтӗрсе хӗнеттерчӗҫ мӑнастиртисем.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех