Шырав
Шырав ĕçĕ:
сӑртсенчен (тĕпĕ: сӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлтен нимӗн хӗрхенмесӗр хӗвел ҫунтарнӑ, сӑртсенчен вӗри сывлӑш персе тӑнӑ, анчах йывӑҫ юхтаракансене сулхӑн пулнӑ.Нещадно палило солнце, зноем дышал раскаленный утес, а сплавщикам было прохладно.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
18. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: ту тӑррисенчен иҫӗм эрехӗ тумласа тӑрӗ, сӑртсенчен сӗт ҫырмисем юхса выртӗҫ, Иудейӑри шыв ҫулӗсем пурте шывпа тулӗҫ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен ҫӑл тухӗ те Ситтим айлӑмне шӑварса тӑрӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ; 23. эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ. 24. Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ. 25. Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ, 26. ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ. 27. Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех, 28. ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех, 29. шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ: 30. ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ, 31. Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ. 32. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ тӗнчере пуринчен малтан ҫуралнӑ-им, сана сӑртсенчен маларах пултарнӑ-им?7. Разве ты первым человеком родился и прежде холмов создан?
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2