Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ӑна ахаль кӑна, Крапивин пулма хушнӑ ҫын сӑнарӗнчен тухмасӑр ыйтмалла».
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Акӑ халь, ҫавӑн пек Тарас вырӑнне, ун умӗнче хӳхӗм ҫын, тирпейлӗн тумланнӑскер, ашшӗ сӑнарӗнчен мӗн пурӗ те ҫӑварти сигарпа анчах уйрӑлса тӑраканскер, ларнӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн тумтирӗпе сӑнарӗнчен те вӑл гладиатор иккенӗ палӑрать.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Санин ун сӑнарӗнчен уйрӑлма, ун сассине илтмесӗр, ун сӑмахӗсене аса илмесӗр тӑма, — ун тумтирӗнчен кӗрекен сарӑ лилисенни пек ачаш та чӗрӗ шӑрша туймасӑр тӑма пултараймасть.
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Хӑй сӑмахӗ тӗрӗс тесе шаннине сӑнарӗнчен пӑхсах пӗлме пулать, ҫавӑнпа Василиса Прокофьевна урӑх ӑна нимӗн те каламарӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Интеллигент сӑнарӗнчен уйӑрса илетӗп, тесе шутлатӑп, пурне те хам умран ирттерсе ятӑм — ҫавах пӗлеймерӗм, мур илесшӗ!
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сасартӑк вӑл улпучӗн лайӑх енӗсене, ӑсне, ҫивӗчлӗхне, уҫӑ кӑмӑлне, ырлӑхне асӑнма пуҫлать; улпучӗн питӗ хытӑ мухтамалли ытти пахалӑхӗсем ҫитеймесен, вӑл ҫакна урӑх ҫынсен сӑнарӗнчен илсе ӑна чаплӑ, ҫав тери хӑватлӑ ҫын вырӑнне хурать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каҫ-кӳлӗм ӑна эпӗ: Ленинград курма тухса кӗрсен лайӑхчӗ те, терӗм именсе, анчах унӑн ӑшӗ ҫунни сӑнарӗнчен пӑхсах паллӑ пулчӗ, эпӗ тухас темерӗм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1