Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вассана сӑнанӑҫемӗн Магдаль пуҫне тӗрлӗ-тӗрлӗ шухӑшсем пырса кӗчӗҫ.
XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫулна-йӗрне сӑнанӑҫемӗн Калас тесеттӗм тахҫанах: Ҫунни вӑл — пурӑнни этемӗн.
Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.
Тен, ун пек хӗре чиперккесем ҫумӗнче тӳрех асӑрхаймастӑн, анчах тинкерсе сӑнанӑҫемӗн юратма тытӑнатӑн.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Пӳрт ӑшчиккинчи япаласене сӑнанӑҫемӗн, хӑй килӗнчине тавҫӑрса хавасланчӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эпӗ ҫаплипех ӗҫлетӗп, вӑл ултавлӑн кулса, мана сӑнанӑҫемӗн татах сӑнать.Я работал, а он ухмылялся лукаво и следил, следил, следил за мной.
XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Петр Алексейре темле ют, ӑнланмалла мар япала пуррине сисрӗ, вӑл ӑна вӑрттӑн, шанмасӑртарах сӑнаса пурӑнчӗ, сӑнанӑҫемӗн ку шанманлӑх унӑн пӗрмай ӳссе пычӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ытларах сӑнанӑҫемӗн Макҫӑм пиччен ҫӑра куҫхаршийӗсем тӗксӗм шухӑшпа хускалкаласа пӗркеленнӗ, вара вӑл чӗлӗмне тата ытларах мӑкӑрлантарнӑ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑйӗн пурнӑҫне тинкерсе сӑнанӑҫемӗн, ӑна хӑнӑхса ҫитнӗҫемӗн, вӑл ҫапла шутларӗ: урӑх унӑн ниҫта каймалли те, ним шырамалли те ҫук; поэзисӗр пулин те, тахҫан ӗмӗтленнӗ ялта, хресченсемпе тарҫӑсем хушшинче хуйхӑсӑр иртен тулӑх пурнӑҫсӑр пулин те, унӑн пурнӑҫ идеалӗ ҫитрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куртӑм та — тӗлӗнтӗм: мӗн тери хитре вӗсем, куҫ илми пӑхас килет, сӑнанӑҫемӗн кӗлӗ вулама кӑмӑл ҫуралать.
«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
- 1