Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сывлӑмпа сухӑр шӑрши ҫеҫкесен ырӑ техӗмӗпе хутӑшса кайнӑ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫу кунӗнчи сада эп юрататӑп Вӑл кӗмӗл сывлӑмпа йӑл ҫуталнишӗн, Пур йывӑҫ пӑшӑл-пӑшӑл калаҫнишӗн, Чун-чӗрене патвар ҫунат панишӗн.
Сада эп юрататӑп // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 8 с.
Хӗвел йӑлтӑртатса ҫутатнӑ, анчах курӑк ҫӗрле ӳкнӗ сывлӑмпа шӳсе йӗпеннӗ пулнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ҫӗр нӳрленчӗ, йывӑҫ-курӑк ҫулҫисем сывлӑмпа тарланӑ пек пулчӗҫ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Ҫӳлӗ ҫӑра курӑк, сывлӑмпа витӗннипе, шупкан курӑнать, ун тӑрӑх ишсе ҫӳреме темле кичемӗн туйӑнать.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Лось алӑка яриех уҫрӗ те унта — йӑрӑм-йӑрӑмлӑ мӑнтӑркка, — хырӑмӗ тӗлӗнче сывлӑмпа исленнӗ сенкер чечексен ҫӗклемне икӗ аллипе те тытса тӑрать.
Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Чикӗри юпасем ҫумне ҫирӗплетсе лартнӑ гербсем, тутӑхман хурҫӑран тунӑскерсем, ирхи хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатаҫҫӗ, ура йӗрӗ паллӑ пултӑр тесе кӑпкалатнӑ йӑрӑмри тӑпра каҫхинехи сывлӑмпа нӳрленнӗ, ҫемҫелнӗ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӑлтӑрта сӑмавар вӗрет ӗнтӗ, ӑна рак пек хӗрелсе кайнӑ Митька форейтор вӗркӗштерсе тӑрать; картишӗнче нӳрлӗ, тӗтреллӗ, шӑршӑ саракан тислӗкрен пӑс ҫӗкленнӗ пекех курӑнать; тӳпен тухӑҫ енчи пайне, картиш йӗри-тавра ларакан анлӑ лупассен сывлӑмпа йӑлтӑртатса курӑнакан улӑм ҫивиттийӗсене хӗвел хӗпӗртӳллӗ йӑмӑх ҫутӑпа ҫутатать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавана лайӑх туптасан, ирхи сывлӑмпа вӑш!..
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Вӑл ҫӑра тӗмсен хушшине йӑраланса кӗрсе ҫухалать, каялла сывлӑмпа йӗпенсе, пилотки туллиех хӑмла ҫырли тултарса таврӑнать.Он исчезал, уползая в заросли кустов, появлялся весь мокрый от росы, приносил целую пилотку ежевики.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Эпӗ ӑна хамах палласа илтӗм те сывлӑмпа шӑршӑнса кайнӑ плащ-палаткӑна сирсе пӑрахрӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗҫӗмсӗр ҫӑвакан йӗпхӳпе курӑк та сывлӑмпа витӗннӗ пек пулнӑ.От непрерывно сеявшего мелкого дождя трава покрылась сероватым дымчатым налётом, похожим на росу.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Каҫхи сывлӑмпа нӳрленнӗ тӑмлӑ ҫӗре лейтенант пӗр ывӑҫ илчӗ, хӗвтесӗр пӳрнисемпе ҫавна вӑл чӑмӑртаса хӑйӗн аманнӑ связнойне, шӑпах ҫав хай, атака пуҫланас умӗн калаҫнӑ, хырӑнман, шатра питлӗ боеца кӑтартрӗ.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.
Сывлӑмпа нӳрленнӗ чечексене вӑя чӗрки ҫинчен силлесе пӑрахрӗ.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.
Вӑл, урисене сарӑ ҫеҫкесемпе ҫаптарса, ӑшӑк пушмакӗсене сывлӑмпа йӗпетсе пӗтернӗ.Она забрызгала полуботинки росой, исхлестала ноги желтым цветом донников.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ чечексем пурҫӑн курӑк ӑшӗнчен тухса сывлӑмпа йӗпеннӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сывлӑмпа йӗпеннӗ хулӑн та чӑпар эрешмен картисем лилипутсен пулӑ тытмалли сереписем евӗр каркаланса тӑраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Македон йӗпе ҫӳҫне каялла вырттарать, вӑл: хӗвел тухнӑ чух сывлӑмпа ҫӑвӑнни разведчике вӑй-хӑват парать, илем кӳрет тесе ӗнентерет.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫӑвӑнасса вӗсем разведчиксен мелӗпе — сывлӑмпа ҫӑвӑнчӗҫ: йӑвӑ ҫулҫӑллӑ туратсене силлерӗҫ те, вӗсем ҫине ҫӑра сывлӑм тӑкӑнчӗ, вӗсем палӑрмаллах уҫӑлса кайрӗҫ, симӗс душ айӗнче ашкӑнса сиккелерӗҫ.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Автострадӑн сылтӑм енче сывлӑмпа витӗрех ҫӑвӑннӑ вӑрмансем ешӗл ҫулҫӑсен шӑршине сараҫҫӗ.Справа над автострадой нависали леса, насквозь промытые росой, пропахшие свежей зеленью.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.