Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сутакан (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук, галантерейӑ тавар сутакан пӳлӗме кӗрсе, икӗ пурҫӑн, икӗ кӗшемӗр тата батист тутӑр илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Шупашкар хула администрацийӗ аптекӑсенче сутакан эмелсен хакне кашни кварталсерен тӗрӗслесе тӑрать иккен.

Администрация города Чебоксар, как оказывается, ежеквартально контролирует стоимость продаваемых в аптеках лекарств.

Эмел йӳнелнӗ те, хакланнӑ та // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33919.html

Малтанах вӗсем пӗр лавккана кӗрсе пысӑк чӑматан туянчӗҫ, вара тӳрех пасара кайрӗҫ, киосксем умӗнче чарӑна-чарӑна тӑчӗҫ, аш-какай, сӗт-ҫу тата тем-тепӗр сутакан ретсен умӗпе иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уйрӑмах палӑртмалла, халӑха тавар тивӗҫтернинчен илнӗ тупӑшӑн 97 проценчӗ сутакан организацисемпе уйрӑм предпринимательсене тивет, 3 проценчӗ кӑна - ваккӑн пасарсемпе ярмӑрккасене.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳ ӗҫченӗсене мухтав! // Чӑвашстат. http://putpobedy.ru/publikatsii/11109-su ... ne-mukhtav

Чупрӑм тухрӑм урама, — Килнӗ улма сутакан.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун чухне бензопӑчкӑ сутакан компани хӑйсен продукцине рекламӑлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Тирпейлекен предприятисем хресчен сутакан продукци тӗлӗшпе лартакан хаксем ялхуҫалӑхне аталанма май параҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Килти хуҫалӑхсем сутакан сӗт пахалӑхӗ техрегламента тивӗҫтертӗр тесен мӗнле йӗркене пӑхӑнмалла?

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

- Ҫырӑва служба учрежденийӗсенче сӳтсе яврӑмӑр, килти хуҫалӑхсем сутакан сӗт пахалӑхне тӗрӗслессине кашни ял тӑрӑхӗнче йӗркелеме тӗв турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Каярахпа Янтул ялти эрех сутакан таракансене мелкепе сӗт сапса панине те курчӗ.

Позже Яндул видел, как в винной лавке хозяин разбрызгивал веником молоко тараканам.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тумланасса Яка Илле, хӑй пуҫтарса сутакан ҫӗтек-ҫурӑксем пекех, яланах кив кирӗксемпе ҫӳрет.

И все равно одежда на Щеголе была ничуть не лучше тряпья, которое он собирал по деревням.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Темле тӗлӗнтермӗш ҫинчен хӑпартлансах калаҫакан Йӑван сассине илтсе аш сутакан патне халӑх йышлӑн пухӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Хула пасарӗнче те кавӑн сутакан ҫын курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Ӑҫта кӑна ӗҫлемен пулӗ Гариф ҫак вунӑ-вунпилӗк ҫул хушшинче: ялӑн счетовочӗ пулнӑ, кооператив лавкинче тавар сутакан пулса ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн икӗ ҫул ял Совет председателӗнче тӑчӗ, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн хӑйсен колхозӗнче кладовщикра ӗҫлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна сутакан вырӑс ҫапла каларӗ те мана.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Хӑйӗн тӑван ҫӗршывне пит ҫӑмӑл сутакан, пире те сутма пултарать», — ҫавӑн пек уйлать вӑл сутӑнчӑксем ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

На взриз, на вку-ус! — арбуз сутакан тутар сасси илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ирпе сӗт сутакан хӗрарӑм кантӑкран шаккаканччӗ — вӑл та килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑп чей вӗретме вӑхӑт ҫитнӗ чух кӑмрӑк сутакан мӗскӗн ҫармӑс хӑйӗн ик кустӑрмаллӑ урапипе чул сарнӑ урампа тӑкӑртаттарса иртсе каять.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Хаҫат сутакан виҫӗ арҫын ача — ЭЭ 87, 104 тата 26.

— Трое мальчишек-газетчиков номера восемьдесят семь, сто четыре и двадцать шесть.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех