Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сутакан (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен маларах вӗсен пурнӑҫӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ: Шупашкарти пасарта Алиса улма-ҫырла сутакан пӗр этемпе паллашать те унпа пӗрле кӑнтӑралла вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

кайӑк-кӗшӗк продукцине ваккӑн тавар сутакан стационар предприятийӗсенче тата апат-ҫимӗҫ пасарӗнче кӑна туянмалла (тавар упаковки ҫинче ӑна туса кӑларакан предприяти тата продукт ячӗсем, продукцие хӑҫан кӑларнине кӑтартакан дата, ӑна упрамалли срок тата условисем паллӑ пулмалла, паллах, нормативпа техника докуменчӗ те кирлӗ);

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Специалистсем ҫакна тӗрлӗ пулӑмпа — лавккара сутакан сӗт хакӗ йӳнелнипе те сӑлтавлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт мӗншӗн йӳнӗ? // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81e%d1% ... 9y%d0%bde/

Пассажирсем ирхи автобуссем ҫине мӗнле ларса тухса кайнисене куратӑп, вокзалти билетсем сутакан кассӑсем патне кӗрсе пӑхатӑп — унта яланах халӑх нумай, кӗтсе лармалли зала та пырса ҫаврӑнатӑп — ӳсӗрсем, иртӗнекенсем ҫук-и?

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Хуҫалӑхра кирлӗ тавар сутакан магазинта пӗр витре кӗрекен чӳлмек туянмалла пулнӑ унӑн, анчах унашкал чӳлмек ҫук иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫапла Укаслу пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут аслӑ ӗҫе сутакан ҫынпа тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

…Пирӗн яла улма сутакан килнӗ, эп ун урапи патнелле пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ула Тимӗр вак таварсем сутакан киоскра 5 тенкине пӗррелӗх хут укҫасемпе вакларӗ те 3 тенкине Кӗҫтука пачӗ (паллах, кивҫенле).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитет — эрех-сӑра сутакан лавккине апата хупнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ревлен Петрович ҫул урлӑ каҫса магазин умӗнчи пылак шыв сутакан киоск умӗнче черет йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Кашӑк сутакан цыгансем пурте ун пекех ҫӳллӗ те хура ҫӳҫлӗ арҫынсем-и? — пӳлчӗ ӑна Элеонора хӑйӗн шухӑшӗсен ытамӗнчен тухаймасӑр.

— А ложечники все такие высокие брюнеты? — прервала его Элеонора, думая о чем-то своем.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Кашӑк сутакан цыгансен йӑхӗнчен тухнӑскер.

— Из породы этих ложечников.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӗвел те, кану ҫуртӗнчи сӑра сутакан йӑпӑлкка Кулюҫ пекех, сап-сарӑ, кулса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

— Эрех сутакан ҫут калушпа ҫӳренӗ, эрех ӗҫекен ҫара кутӑн тӑрса юлнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл каллех Лавр еннелле ҫаврӑнчӗ, чуна ачашлакан ҫемҫе сассипе калаҫма тытӑнчӗ, самантрах студентсем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, хӑй ҫинчен пӗлтерчӗ: апат-ҫимӗҫ сутакан магазинта ӗҫлет иккен, директор, пӗчченех пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унта вӑл эрех туса сутакан хӗрарӑмпа ҫыхланса кайрӗ, вара киле текех таврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пир-авӑр сутакан пӳлӗмре икшер кӗпелӗх пурҫӑнпа кӗшемӗр, хыс ҫӗлетме тата кӗрӗк сӑрма чи чаплӑ пустав касса кантура таврӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анук, галантерейӑ тавар сутакан пӳлӗме кӗрсе, икӗ пурҫӑн, икӗ кӗшемӗр тата батист тутӑр илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Шупашкар хула администрацийӗ аптекӑсенче сутакан эмелсен хакне кашни кварталсерен тӗрӗслесе тӑрать иккен.

Администрация города Чебоксар, как оказывается, ежеквартально контролирует стоимость продаваемых в аптеках лекарств.

Эмел йӳнелнӗ те, хакланнӑ та // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33919.html

Малтанах вӗсем пӗр лавккана кӗрсе пысӑк чӑматан туянчӗҫ, вара тӳрех пасара кайрӗҫ, киосксем умӗнче чарӑна-чарӑна тӑчӗҫ, аш-какай, сӗт-ҫу тата тем-тепӗр сутакан ретсен умӗпе иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех