Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суран сăмах пирĕн базăра пур.
суран (тĕпĕ: суран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Марук аппа, Тоня темиҫе хутчен Гриша мӗнле вилни ҫинчен каласа пачӗ пулин те, хӑнана ҫывӑрма памарӗ: ывӑлӗ тӳснӗ кашни суран ҫинчен пӗлес килчӗ ун.

Хотя Тоня несколько раз рассказала, как умер Гриша, тетя Марья не давала гостю спать: ей хотелось узнать о каждой ране, которую перетерпел сын.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Чӗрене суран хӑварнӑ самантсем сахал мар.

Немало моментов, которые оставляют рану на сердце.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Тӳрленме пуҫланӑ суран ҫине тепӗр хут тӑвар ан сапӑр.

Не сыпьте еще раз соль на зажившую рану.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Арҫыннӑн вӗсене хӑваласа ярса ун хуйхине пусарас, чӗререн калаҫас килчӗ, анчах ял ҫине ырӑ мар сӑмах кӑларса хӗр чӗри валли тепӗр суран тупас темерӗ.

Мужчине захотелось прогнать их и утешить ее в горе, поговорить по душам, но он не захотел чтобы в деревне начали распускаться слухи и таким образом нанести другую рану на сердце девушки.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫак инкек хӗр чӗринче ӗмӗрлӗхех суран хӑварассине те пӗлет Лена.

Лена знала, что эта беда навсегда оставит рану в душе девушки.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Часах манӑн суран ӳт илсе ларчӗ.

Анисим Иванович справил мне новые сапоги, и я мог выходить на улицу.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫапла вӗсем ҫырура «хур кӗтӗвӗ» тени сената пӗлтернипе, «уксах йытӑ» тени — ҫӗнтерсе илекене, «сарӑ нӑр» тени — пӗрремӗш министра, «шӗпӗн» тени — архиепископа, «ҫакмалли» тени — государство «секретарьне, «шӑпӑр» тени — революцине, «шӑши тытмалли» — государство ӗҫӗнчи пысӑк вырӑна, «тӗпсӗр ҫӑл» тени — казначействӑна, «ҫӳп-ҫап ещӗкӗ» тени — картишне, «ухмах калпакӗ» тени — еркӗне, «хуҫӑлнӑ туя» тени — суд палатине, «пуш пичке» тени — генерала, «пӳрлӗ суран» тени — государствӑна ертсе пырас системӑна пӗлтернӗ.

Так, например, им ничего не стоит установить, что стая гусей означает сенат; хромая собака — претендента; сарыч — первого министра; подагра — архиепископа; виселица — государственного секретаря; метла — революцию; мышеловка — государственную службу; бездонный колодец — казначейство; помойная яма — двор; дурацкий колпак — фаворита; сломанный тростник — судебную палату; пустая бочка — генерала; гноящаяся рана — систему управления.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана тапӑннӑ хӑрушла пысӑк упӑте ҫинчен (вӑл слонран пӗчӗкех марччӗ) ак мӗн каламалла: кӗтмен ҫӗртен пулнипе хӑраса ӳкмен пулсан, вӑл ман пӳлӗме аллине чиксе янӑ вӑхӑтра эпӗ ҫав хӑрушӑ пысӑк чӗрчуна кортикпа пит пысӑк суран туса хам патран хӑвӑртах тартаттӑмччӗ пулӗ, терӗм.

Вероятно, я сумел бы расправиться и с тем чудовищем (обезьяна была не меньше слона), которое недавно на меня напало, не растеряйся я от страха и неожиданности. Я мог бы нанести этому страшилищу, когда оно просунуло лапу в мою комнату, такую рану кортиком, что оно радо было бы поскорее убраться подальше.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Медицина законӗ ҫавӑн пек: тӑварлӑ тар тумламӗ уҫӑ суран ӑшне лекес-тӑвас пулсан, врачсем мӗн тӑрӑшнине йӑлтах харама ярса, ҫын пурнӑҫне пӗтерме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Сестра моряк организмне эмел панӑ хушӑра хирург суран ӑшӗнчи юнпа ҫӑвӑннӑ осколоксене кӑларса илчӗ, пӗр ҫӗре хурса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Лампа илсе пырсан ун ҫутинче чӗрӗ суран хӑрушшӑн курӑнса кайрӗ, Петр Сергеевич хӑй ӗҫне тунӑ самантра ассистент пурҫӑн ҫиппе юн тымарӗсене туртса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Хирург ҫак япаласемпе, ҫивӗч е пуклак, е авӑнчӑк вӗҫлӗскерсемпе, питӗ ӑстайлӑн тыткаласа, суран пӗшкӗне-пӗшкӗне пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Вара тепӗр ҫичӗ ҫултан кӑна, Кутузов ертсе пынипе паттӑр вырӑс салтакӗсем Наполеона Российӑран хӑваланӑ чухне ҫеҫ, ҫав йывӑр суран тӳрленме пуҫланӑ.

И только через семь лет, когда русские герои-солдаты под руководством Кутузова гнали Наполеона из России, стала заживать эта глубокая рана.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

— Акӑ ӑҫта вӑл суран, — тесе кӑтартнӑ вӑл Аустерлиц хирӗ тӑрӑх чупакан салтаксем ҫине тӗллесе.

— Рана здесь, — указывал он на бегущих по Аустерлицкому полю солдат.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Хӑрах ури ҫинче суран пӳрленсе юхать.

На одной ноге была гноящаяся рана.

«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Суран хытӑ ыратмасть пулин те, хӗр ҫав тери хытӑ шӑнса чӗтреме тытӑнчӗ.

Боль утихла, но девушка жестоко страдала от холода.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Хырӑм ҫинче, чӗре анинчен кӑшт аяларахра, пӗчӗкҫӗ суран курӑнать, унтан юн сӑрхӑнса тӑрать.

В верхней части живота, ближе к солнечному сплетению, виднелась маленькая, сочащаяся кровью ранка.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӑл аллисемпе хырӑмне ярса тытрӗ, суран тӗлне алтупанӗсемпе хупласа чӑмӑртарӗ.

Она ухватилась руками за живот, прижала ладони к ране.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Халӗ ӗнтӗ, суран малалла ан сарӑлтӑр тесен, таҫтан йод тупас пулать.

Теперь бы иоду достать, чтобы заражения не было.

XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ун айӗнчи суран чылай вӑраха кайнӑ, хытӑ аманнӑ иккен.

Под ней была большая, но почти затянувшаяся рана.

XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех