Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара Бородатый, хӑйӗн ӗмӗтсӗрлӗхне чараймасӑр, унӑн хаклӑ япалисене илес тесе лях ҫинелле пӗшкӗнчӗ, вӑл ӗнтӗ унӑнне ҫуталса тӑракан чулсемпе илемлетнӗ йӗнӗллӗ турок ҫӗҫҫине те илме ӗлкӗрнӗччӗ, пиҫиххи ҫумӗнчен пӗр ҫыхӑ червонеца та салтнӑччӗ, ҫӳхе кӗпепе хаклӑ кӗмӗл тата асӑнмалӑх упракан хӗр ҫивӗтне чикнӗ сумкӑна та мӑйӗнчен вӗҫертнӗччӗ, ҫав вӑхӑтра ун патне хыҫалтан хӑй икӗ хутчен йӗнер ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ тата унран яланлӑхах сӗвӗленсе юлмалӑх суран туяннӑ хӗрлӗ сӑмсаллӑ хорунжий вӗҫтерсе ҫитрӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Тархасшӑн илсе пӑрах эсӗ ман суран ҫине ларнӑ кӑткӑсене.
Тигр, упӑте тата кӑткӑсем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Анчах суран тарӑн та, хӑрушӑ та мар, алӑсене хускатма та чӑрмантармасть.Но рана была не глубока и не опасна и не мешала мне двигать рукой.
XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Доктор Ливси пӳрне ҫинчи суран ҫине пластырь ҫыпӑҫтарчӗ те, мана хӑлхаран ачашласа пӑркаларӗ.Доктор Ливси залепил царапину пластырем и ласково потрепал меня за уши.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Го Цюань-хай пӗр чӗнмесӗр чӗлӗмне туртать, хӑй ҫара каясси ҫинчен каласан, арӑмӗн пархатарлӑ ӗмӗчӗсене мӗнле пысӑк суран пуласси ҫинчен шухӑшлать…Го Цюань-хай молча покуривал и думал о том, какой удар он должен нанести всем ее мечтам…
XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑрман хӳми — кӑкӑр пек пулнӑ, вучах ун ҫинче юнлӑ суран пек туйӑннӑ.Стена леса была — как грудь, а костер — словно кровавая рана в ней.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах амӑшӗн чӗринчи суран ҫаплах чӗрӗ тӑнӑ.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Суран ыратнипе крокодил хӑйӗн хытӑ тирлӗ юлташӗсем ҫине сике-сике ӳкнӗ, пӗр ҫапӑҫура хӑйӗнчен вӑйлӑрах тӑшманӗ унӑн пульӑпа ваннӑ янах шӑммине хуҫнӑ, вара янахӗ шӑпах вӑтаҫӗртен татӑлса ӳкнӗ.
Крокодилсем патӗнче хӑнара пулни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Спартак ҫак ҫапӑҫура хӑй калама ҫук пултарнипе, фехтовани ӑсталӑхне пӗтӗмпех пӗлсе ҫитнипе, виҫӗ ҫӑмӑл суран ҫеҫ илчӗ; вӗсем те пулин шӑйӑрнӑ пек кӑна пулчӗҫ, анчах ӑна хирӗҫ ҫапӑҫакан тӑшмансем тата тӑваттӑн юлнӑччӗ-ха, вӗсем пурте аманса суранланнӑскерсем пулин те, юлашки юлташӗ ӳкнӗ чухне вӑл хӑйне: тинех пӗтрӗм иккен, тӗсе шутларӗ.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вара тӑшманӗ енне ҫаврӑнчӗ те: — Пӗчӗк суран ҫеҫ-ха! — тесе кӑшкӑрса юрласа ячӗ.Он повернулся к противнику и громко закричал: — Рана легкая! Пустяки!.. — и он стал напевать:
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унӑн тӑнлавӗ ҫинче суран чалӑшшӑн шуралса тӑсӑлнӑ.
Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Иртни, ӳтленейми суран евӗр тӑварли, тӑкӑски, сӗрме купӑс сассиллӗ инҫе-инҫе те тунсӑхлӑ-тунсӑхлӑ пулин те, пурпӗрех тӑрӑ-тӑрӑ, ӳпкевсӗр унӑн асаилӗвӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Йӗстум айӗнче хӗн кӑтартмӗ суран; Куҫа курӑнман ыр-сыхлавҫӑ пур сан.Под грозной бронёй ты не ведаешь ран; Незримый хранитель могущему дан.
Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.
Унӑн шатраллӑ пичӗ ҫинче суран палли пур, вӑл ҫӗҫӗпе каснинчен юлнӑ пулмалла.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уча аллинчи суран хӑвӑрт тӳрленсе пычӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Суран пысӑках мар-мӗн, пуля ӳте кӑна шӑйӑрса кайнӑ.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эсӗ хирӗҫлеттӗн: «Манӑн суран ниме те тӑмасть, мана фронтрах хӑварӑр», теттӗн.А ты сопротивлялся: «Моя рана пустяковая, оставьте меня на фронте».
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Суран паллине ӑшӑтас тесе, вӑл шӑннӑ хӑлхине аллипе хупларӗ, тахҫан пулнине аса илнипе хурланса йӑл кулчӗ, хӑйӗн ачалӑхне ачашланӑ пек пулса, суран паллине савса ачашларӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ман кӑмӑлӑм ӑна суран ҫӗввисем илемсӗрлетнӗ пек курма килӗшесшӗн мар; пӗр хӗр чеччепе чирлесе шатра питлӗ пулса юлсан та, ӑна каччи юратма пӑрахманни ҫинчен эпӗ таҫта илтнӗччӗ, ырӑ ят илтес шутпа эпӗ те Сонечкӑна ҫав-ҫавах савнӑ пек пултӑм, пичӗ ҫӗвӗллӗ пулин те, ӑна савма пӑрахмастӑп, тесе шутлама тӑрӑшрӑм.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Манӑн суран уҫӑлчӗ, перӗнсе вилетӗп!
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.